Макиавелли Никколо: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
30-мĕш йĕрке:
Макиавелли лăпкă саманара пурăнман. Ун вăхăтĕнче Италире влаç алăран алăна час-часах куçнă, пуян хула-патшалăхсем, сăмахран, Флоренципе Генуя е Франци, е Испани, е Сăваплă Рим ĕмпÿлĕх пусмăрне лекнĕ.

1494-мĕш çулта Франци королĕ Карл VIII Италине кĕнĕ те чÿк уйăхĕнче Флоренцине çитнĕ. Пьеро ди Лоренцо Медичине, унăн кил-йышĕ 60 çул хушши хулан пуçлăхĕ пулнă, сутăнчăк тесе айăпласа кăларса янă. Франци королĕ патне янă евчĕсен пуçлăхĕ пулма Савонарола мăнаха лартнă.

1498-мĕш çулта Макиавелли секретарь тата евчĕэлчĕ пулса патшалăхăх ĕçне кÿлĕнет. Вăл дипломатлă калаçусемшĕн тата çар ĕçĕсемшĕн явапланă.

1499-1512-мĕш çулсенче вăл чылай дипломатлă миссисем Людовик XII, Фердинанд II тата Рима Папа картисене ярса пурнăçлать.

1501-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Макиавелли каллех Флоренцине таврăннă, кунта вăл авланнă, арăмĕн, Мариетта ди Луиджи Корсини çемьипе Макиавелли çемьи пĕр шайра тăнă. Ку мăшăрлану икĕ кил-йыш хушшинчи пайталлă килĕшÿ пулсан та Никколо арăмне килĕштернĕ, вĕсен пилĕк ача пулнă. Дипломат ĕçĕсемпе чикĕ леш енче нумай вăхăт ирттернĕ май Макиавелли ытти хĕрарăмсене те çепĕç туйăмсем парнеленĕ.

42-мĕш йĕрке:
1520-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ăна Флоренцине чĕннĕ, кунта вăл историограф вырăнне йышăннă. 1520-1525-мĕш çулсенче вăл «Флоренци кун-çулне» çырнă.

Макиавелли Сан-Кашанора, Флоренции, в 1527-мĕш çулта вилнĕ. Унăн вильтăпри вырăнĕ паллă мар; апла пулин те Флоренцири Санта-Кроче чиркÿвĕнче ăна чыслакан кенотаф пур. Палăкĕ çинче «Нимĕнле эпитафии те çак ятăн мăнаçлăхне ытараймĕ» тесе çырнă.

== Тĕнче тавракурăмĕпе шухăшĕсем ==