Википеди:Help: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

11:38, 7 Авӑн уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси

Полугрудов Алексей - хальхи коми çыравçи. 1976-мěш çулта Коми Республикинче коми-чăваш кил-йышěнче çуралнă. Коми Республикин Пуçлăхě çумěнчи шкултан вěренсе тухнă, ун хыççăн Сыктывкар университечěн финн-угор факультетне пěтернě. Хальхи вăхăтра "Войвыв кодзув" (Çурçěр çăлтăрě) журналта яваплă çыруçă пулса ěçлет. Комилле çырать. Ытларах кăмăллакан жанр - калав. Калавěсем Сыктвыкарта тухса тăракан "Арт" тата "Войвыв кодзув" литература журналěсенче кун çути курнă. Чăвашла куçарнă 3 хайлавě ("Тěтре", "Тěлěк", "Пěрремěш юр") "Ялав" журналăн 2005-мěш çулхи пуш уйăхěн номерěнче пичетленнě.