Удмурт чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

14:30, 6 Авӑн уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси

Удмуртсем — финн-угр халăхсен йышне кěрекен халăх. Пермь ушкăнне кěрет, коми чěлхине çывăх. XIV - XIX ěмěрсенчи çырулăх палăкěсенче вěсене çавăн пекех ар, арян, отяк, вотяксем тесе чěннě. Удмуртсен ытларах пайě Удмурт Республикинче пурăнать. Çавăн пекех вěсем Пушкăртра, Тутарстанра, Мари тăрăхěнче, Пермь тата Киров хутлăхěнче нумаййăн пурăнаççě. 1989 çулхи çырав тăрăх пěтěмпе 747 пин шутланать. Калаçма удмурт чěлхипе калаçаççě. Юлашки тěпчевсем тăрăх, 10 яхăн диалект, 40 ытла вырăнти калаçу уйăраççě. Литература чěлхи мěн пур диалект çинче никěсленет. Хăй вăхăтěнче (VIII - XIII ěмěрсенче) пăлхар-чăвашпа удмурт йăхěсем çыхăнура пулнă. Çав тапхăртан тытăнса паянхи кунччен удмурт чěлхинче 300 сăмах патне упранса юлнă. Тěслěхрен, ’акаяшка’ чăв. ака яшки, ’айкай’ чăв. ай-хай, ’сугон’ чăв. сухан, ’адями’ чăв. этем.