Павлова Надежда Васильевна: различия между версиями

Надежда Павлова ачаранах ташлама килĕштернĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. [[1966]] çулта ăна Пермь хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, [[Пермь]] хулине вĕренме чĕннĕ.
Ачалăхне балерина Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсене Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çичĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентекен патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев шутласа лартать - "Девочка и эхо", "Маленькая балерина", "Озорница", ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа балет театăрĕнче ташлать. Пăхакансен асăмĕнче "Коппелири" Пукане, "Дон Кихотри" Амурчик, "Спящяя красавицăри" Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.
[[1970]] çулта Пермь театрĕ Мускав гастролĕсем хыççăн çамрăк балеринăна "Театр" журналта палăртнă.
15 çулта Надежда Павлова Пĕтĕмсоюзри балетмейстерсемпе балет артисчĕсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет.
[[1973]] çулта [[Мускав]]ра Тĕнчери балет артисчĕсен II-мĕш ăмăртăвĕнче Гран-при çĕнсе илет. Ку вăхăтра Надежда Павлова хамăр çĕршывра та, ют çĕрсенче те - Италире, Японире, Китайра, Австрире, Германире, [[Франци]]ре тата АПШ-ра - гастрольсенче нумай ĕçлет, пăхакансене çăмăл ташшипе илĕртет.
Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн "Вăл ытла та илемлĕ" тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă кĕвĕçи - [[Чайковский Петр Ильич|П.И. Чайковский]].
[[1975]] çулхи авăн уйăхĕнче Надежда Павлова хăйĕн иккĕмĕш театр çултапхăрне Большой театăрăн солисчĕ пулса уçнă.
Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Большой театрта классика ташине çӳле хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.
[[1983]] çулта Надежда Павлова хăйĕн репертуарне М. Бежар тата Д. Баланчин миниатюрисем, паянкунхи хореографовсен опусĕсене кĕртет. Балерина Большой театăрăн паллă солисчĕсемпе - Вячеслав Гордеевпа, Александр Богатыревпа и Валерий Анисимовпа, каярахпа Алексей Фадеечевпа, Юрий Васюченкопа, Ирек Мухамедовпа - ĕçлет.
1986/87 çулсенче Надежда Павлова "Камерный балетпа" пĕрле С. Власов çĕнетсе хатерленĕ М. Фокинăн "Синяя борода" балечĕнче Флоретта комеди партине тата Большой театăрăн спектаклĕнче Одетта-Одиллия драмăллă партине ташласа хăйĕн тĕрлĕтĕслĕ пултарулăхне кăтартать.