Крылов Николай Иванович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 20 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q48100 (translate me)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
2-мĕш йĕрке:
 
==Кун-çулĕ==
16 çулта хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе [[Хĕрлĕ Çар]]а хĕсмете тăнă. [[1920]] çулта пехота курсĕсене ăнăçлă вĕçлесен, ăна [[взвод]] командирĕ, [[Рота (çар)|рота]] командирĕ пулать, 19 çулта [[батальон]]па командăланă. [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]нче Н. И. Крылов çарăн операци уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă. [[Севастополь|Севастополе]] хӳтĕленĕ. [[Сталинград çапăçăвĕ]]нче çар штабĕн пуçлăхĕ.
 
[[Германи]]е çĕнтерсен Николай Иванович вместе с 1-мĕш [[Инçет Тухăç фрончĕ]]н çарпуçĕпе [[Мерецков Кирилл Афанасьевич|К. А. Мерецков]] Совет Союзĕн Маршалĕпе пĕрле 3-мĕш япун çарне хирĕçле чăрсăррăн тухнă. Артиллери пулăшăвĕсĕр, совет çарĕсем тăшмана хупăрласа çирĕплетнĕ хӳтĕлев çурт-йĕрĕсене пĕтернĕ. Çакăн пек ахальхи пек мар меслетпе стратеги ыйтăвĕсене тупсăмланăшăн Н. И. Крылова [[Инçет Тухăç вăрçă тăрăхĕ]]н çарпуçĕ туса хураççĕ. Каярах Николай Иванович [[Урал вăрçă тăрăхĕ|Урал]], [[Ленинград вăрçă тăрăхĕ|Ленинград]] тата [[Мускав вăрçă тăрăхĕ|Мускав]] вăрçă тăрăхĕсемпе командăланă. [[1963]] çулта СТРÇ тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнĕнче.
 
=== Тĕп Çарпуç вырăнĕнче ===
Н. И. Крылов чылай вăхăт ун чухнехи [[СССР]] хӳтĕлев министрĕ [[Малиновский Родион Яковлевич|Р. Я. Малиновский]] ăна çĕнĕ çар ăрачĕн ертӳçĕ пулма ӳкĕтленине килĕшӳллĕ хурав паман. [[Кариб кризисĕ]] иртсен СТРÇ аталантарма йышăннă . [[1965]] çулта, [[АПШ хӳтĕлев министрĕ]] [[Макнамара Роберт Стрэйндж|Р. Макнамара]] евичĕпе, АПШ çарĕнче 650 баллистика ракети пулнă, Совет Союзĕн 200 çеç. Н. И. Крылов, [[Янгель Михаил Кузьмич|М. К. Янгель]] конструктор тата урăх ăстаçăсем çĕнĕрех шахтăри хăпартав хатĕрĕсене (ШХХ) тата çĕнĕ çапăçав ракета комплексĕсене (ÇРК) çара илме тытăннă. М. К. Янгель хăйĕн КБ [[Р-12]] ракетăран инçерех вĕçекен ракета хĕçпăшалĕн çĕнĕ тĕсĕсене тунă. [[1966]] çулта Совет Союзне [[Де Голль Шарль|Шарль де Голль]] килет. Н. И. Крыловпа пĕрле вăл [[Çĕн Çĕпĕр]]те ракета дивизине инспекцилет, ун хыççăн [[Брежнев Леонид Ильич|Л. И. Брежнев]] чĕннипе, [[Казахстан]]ри [[Ленинск]] полигонĕнче кăтартуллă ракетăна тӳпене хăпартнă çĕрте пулать .
 
Н. И. Крылов 69 çулта вилнĕ, ăна [[Кремль хӳмин некрополĕ]]нче пытарнă . Унăн ятне [[Одинцово]] хулин урамне панă.
 
Вăл çара ертсе пынă тапхăрта 1965 çулта СТРÇ çапăçав уставне хатĕрлесе йышăннă.
 
Николай Иванович сунара тата пулла çӳреме юратнă. Ăна [[Искра (волейбол клубĕ)|«Искра» волейбол клубĕн]] «ашшĕ» теме пулать. Тĕп çарпуçĕсем хушшинче пĕрремĕш çарта пулашав хуçалăхсене йĕркелеме хушнă.
 
== Чыславсем ==
* Иккĕ хутчен [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] (19.04.1945 ç., 8.09.1945 ç.)
* Тăваттă [[Ленин орденĕ]] (8.10.1942 ç., 21.02.1945 ç., 19.04.1945 ç., 28.03.1963 ç.)
* Тăваттă [[Хĕрлĕ Ялав орденĕ]] (10.02.1942 ç., 4.02.1943 ç., 3.11.1944 ç., 20.06.1949 ç.)
* [[Октябрь революцин орденĕ]] 22.02.1968 ç.)
* 1-мĕш степеньлĕ [[Суворов орденĕ]] (4.07.1944 ç.)
* 1-мĕш степеньлĕ [[Кутузов орденĕ]] (28.09.1943 ç.)
* [[«Ĕçтеш-Çĕрĕçтеш Хĕрлĕ Çарĕ XX çулта» медаль]]
* [[«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль]]
* [[«Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медаль]]
* [[«Германие çĕнтернĕшĕн»]]
* [[«Японие çĕнтернĕшĕн» медаль]]
* [[«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль]]
* [[Медаль «В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина»|Медаль «За воинскую доблесть. В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина»]]
* [[«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» медаль]]
* [[«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль]]
* [[«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерни çирĕм çул» медаль]]
* [[«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль]]
* Хисеплĕ пăшал — ятлă шашкă, ылтăн [[ССРП гербĕ|ССРП патшалăх гербĕ]]
* 8 ютçĕр орденĕпе медалĕ
 
==Вуламалли==