Якубовский Иван Игнатьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 20 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q48048 (translate me)
46-мĕш йĕрке:
 
==Кун-çулĕ==
Çĕр ĕçтешĕн çемьинче улттăмĕш ача пулнă. Беларус. Ялта тара кĕрсе ĕçленĕ, шкулта пĕлӳ илнĕ. [[1930]] çултанпа — Макарьево ялканашĕн кăк ячейкин секретарĕ, каярахпа кирпĕч савутĕнче вăй хунă. [[Орша|Оршăри]] педагогика техникумĕн 2 курсĕнче [[1932]] çулта вĕренсе тухнă.
 
=== Вăрçă умĕнхи тапхăр ===
[[1932]] çулта [[Ĕçтеш-Çĕрĕçтеш Хĕрлĕ Çарĕ|Хĕрлĕ Çара]] мобилизациленĕ. [[Минск]]ра Беларуссин Пĕрлештернĕ М. И. Калинин ячĕллĕ вăрçă шкулĕнче [[1934]] çулта пĕлӳ пухса тухнă, 27-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă Омск стрелок дивизине ([[Витебск]]), вĕренӳ взвочĕн командирĕ пулма янă.
 
[[1935]] çулта [[Ленинград]]ри А. С. Бубнов ячĕллĕ комсостастав ăсталăхне ӳстерев бронетанк курсĕсенче вĕреннĕ. [[Беларуç вăрçă тăрăхĕ]]нче хĕсметре тăнă — танк взвочĕн командирĕ, танк ротин командирĕ, танк батальонĕн штаб пуçлăхĕ, Пуховичи пехота училищинче вĕрентнĕ, вĕренӳ танк батальонĕн командирĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕнче Беларуç фрончĕн [[ĔÇХÇ поляк харçи (1939)|ĔÇХÇ поляк харçинче]], [[1939]]—[[1940]] çулсенче [[совет-финн вăрçи]]нче танк ротине ертсе пынă.
[[File:Bundesarchiv Bild Y 10-0334-85, NVA-Übung, Ehrengäste.jpg|thumb|350px|left]]
 
=== Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи ===
[[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]не майор Якубовский пĕрремĕш кунсенех анăç чикĕре танк батальонĕн командирĕ вырăнĕнче пуçланă. Беларуçри йывăр çапăçусенче патăррăн тăван çĕр-шыва хӳтĕленĕ. [[Минск]]ран юлашки хӳтĕлевçĕсемпе пĕрле тухса кайнă. [[1941]] çулхи утă уйăхĕнче — [[Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Анăç фронтĕнче]] танк полкĕн командирĕ. [[1942]] çулхи кăрлач уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригади командирĕн çумĕ, [[Барвенково-Лозовская операцийĕ|Барвенково-Лозовская тапăнав операцине]] хутшăннă. [[1942]] çулхи пуш уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригадин командирĕ, 1942 çулхи çулла [[Донбасс|Донбаса]] хӳтĕленĕ чухне палăрнă, [[Кăнтăр фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Кăнтăр]], [[Кăнтăр-Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Кăнтăр-Анăç]], [[Сталинград фрончĕ|Сталинград]] тата [[Дон фрончĕ|Дон]] фрончĕсен йышĕнче [[Сталинград çапăçăвĕ|Сталинград патĕнчи]] хӳтĕленевпе тапăнав тапхăрĕсене хутшăннă. Полковник (30.11.1942).
 
[[1943]] çулхи çуркунне бригадăна [[Вăта фрончĕ|Вăта фронта]] куçарнă та [[3-мĕш гварди танк çарĕ|3-мĕш гварди танк çарне]] кĕртнĕ, унтах вăрçă вĕçленичченех çапăçнă. Вăл ертсе пынă бригада [[Воронеж фрончĕ|Воронеж]], [[Брянск фрончĕ|Брянск]], [[Вăта фрончĕ|Вăта]], [[1-мĕш Украина фрончĕ|1-мĕш Украина]] фрончĕсенче, [[Курск çапăçавĕ]]нче (Орёл тĕлнелле), [[Тăнăваршăн çапăçу]]ра, [Кевйӳ]]не тата [[Фастов|Фастова]] хăтарас çĕрте паттăррăн çапăçнă. [[Фастов]]шăн çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн — унта бригада пĕр кун хушшинче кăна тăшманăн 30 танкне пĕтернĕ — И. И. Якубовский полковника [[1944]] çулхи [[кăрлач, 10|кăрлачăн 10-мĕшĕнче]] [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] ячĕпе тивĕçтернĕ. [[1944]] çулхи çуркунне Якубовский полковник ертсе пынă танк бригади [[Проскурово-Черновицы операцийĕ|Проскурово-Черновицый тапăнав операцинче]] ăнăçлă вăрçнă.
 
[[1944]] çулхи çĕртме уйăхĕнче Якубовский — [[3-мĕш гварди танк çарĕ]]н 6-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ. [[Львов-Сандомир операцийĕ|Львов-Сандомир операцине]] хутшăннă, Сандомир плацдармне хӳтĕлесе анлăлатнă, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче [[Висла-Одер операцийĕ|Висла-Одер операцине]] хутшăннă. Çак операцисенче корпусăн малти тĕкĕрчĕсене ертсе пынă. [[Львов-Сандомир операцийĕ|Львов-Сандомир операцинчи]] паттăр ĕçĕсемшĕн Якубовский полковника [[1944]] çулхи [[авăн, 23|авăнăн 23-мĕшĕнчи]] хутайĕпе [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] ятпа чысланă.
 
[[1945 год]] çулхи ака уйăхĕнче — çав çарăн 7-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ, [[Берлин операцийĕ|Берлин]] тата [[Прага операцийĕ|Прага]] операцисене хутшăннă. Танк çарĕсен [[Генерал-майор|генерал-майорĕ]] (20.04.1945). Питĕ хăюллă, хевтеллĕ, хăй тĕллĕн кĕрешме пултаракан çарпуç. Вăрçă çулĕсенче темиçе хутчен суранланнă, танк ăшĕнче çуннă.
 
== Вăрçă хыççăнхи тапхăр ==
 
Вăрçă хыççăн вăл [[Ленинград вăрçă тăрăхĕ]]нче хĕсметре, танк корпусĕн командирĕ. [[1948]] çулта [[Тĕп штабăн вăрçă академийĕ| Тĕп штабăн вăрçă академинче]] вĕренсе тухать. [[1948]] çулхи пуш уйăхĕнче — [[Беларуç вăрçă тăрăхĕ]]нче танк дивизин командирĕ. [[1952]] çулхи ака уйăхĕнче — [[Карпатçум вăрçă тăрăхĕ]]н бронетанк тата механикăланă çарĕсен çарпуçĕ. Танк çарĕсен [[Генерал-лейтенант|генерал-лейтенанчĕ]] (3.05.1953). [[1953]] çулхи раштав уйăхĕнче танк çарĕпе, [[1957]] çулхи ака уйăхĕнче — механикăланă çарпа — командăланă.
 
[[1957]] çулхи утă уйăхĕнче — [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ. [[Генерал-полковник]] (18.08.1958). [[1960]] çулхи ака уйăхĕнче назначен [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ хĕсметĕнче. [[1961 çулхи Берлин кризисĕ|Берлин кризисĕ]] тапхăрĕнче Европăра хĕçпăшаллă хирĕçӳ сиксе тухасси питĕ çивĕчленсен, [[Конев Иван Степанович|Конев]] [[Совет Союзĕн маршалĕ|маршала]] [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ вырăнне лартаççĕ ([[1961]] çулхи çурла уйăхĕ), Якубовский унăн пĕрремĕш çумĕ, çакăн чухне вăлах [[ГСÇУ]] кулленхи ĕç-пуçне тытса тăрать. Лару-тăру лăплансан, [[1962]] çулхи ака уйăхĕнче, Якубовский [[Çар генералĕ (СССР)|çар генералне]] [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнне тавăрнă. [[1965]] çулхи кăрлач уйăхĕ — [[Кейӳ вăрçă тăрăхĕ]]н çарĕсен çарпуçĕ.
 
[[1967]] çулхи ака уйăхĕнче — [[ССРП хӳтĕлев министрĕ]]н пĕрремĕш çумĕ, [[1967]] çулхи утă уйăхĕнче çав вăхăтрах [[Варшава Килĕшĕвĕ|Варшава Килĕшĕвне]] хутшăнакан патшалăхсен Пĕрлештернĕ хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп çарпуçĕ шутланнă. [[1967]] çулхи [[ака, 12|акан 12-мĕшĕнче]], пĕр вăхăтрах [[Гречко Андрей Антонович|А. А. Гречко]] хӳтĕлев министрĕ, Якубовский — унăн пĕрремеш çумĕ пулса тăрать, Якубовский [[Совет Союзĕн маршалĕ]] çар хисепне тивĕçет.
 
[[Хĕрлĕ лапам]]ра, [[Кремль хӳми çумĕнчи некрополь|Кремль хӳми]] çумĕнче пытарнă.
 
== Чыславсем ==
* Иккĕ хутчен [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] ([[кăрлач, 10]] [[1944]], [[авăн, 23]] [[1944]])
* Тăваттă [[Ленин орденĕ]] (10.01.1944, 6.01.1962, 22.02.1968, 6.01.1972)
* Тăваттă [[Хĕрлĕ Ялав орденĕ]] (21.07.1942, 14.02.1943, 30.08.1944, 21.08.1953)
* Иккĕ [[Суворов орденĕ|II степеньлĕ Суворов орденĕ]] (6.04.1945, 31.05.1945)
* I степеньлĕ [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ]] (21.08.1943)
* [[Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ]] (6.11.1947)
* III степеньлĕ [[«Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче Тăван Çĕршывшăн хĕсметре тăнăшăн» орден]] (30.04.1975)
* Хисеплĕ хĕçпăшал, ССРП патшалăх гербĕн ӳкерчĕкĕпе (22.02.1968)
* ССРП медалĕсем
* [[Чехословак социаллă республикăн паттăрĕ]] ([[1970]])
* Ютçĕр орденĕсемпе медалĕсем.
 
==Мемуарсем ==