Элмен Даниил Семёнович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 2 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q80529 (translate me)
2-мĕш йĕрке:
 
== Кун-çулĕ ==
Даниилăн çемьере аслă ача пулнипе ачаранпах хуçалăхра нумай ĕçлеме тивнĕ. Ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне кура ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ. Кӳршĕре çынĕ Игнатий ачана кĕнеке вулама вĕрентнĕ. Даниил 8 çул тултарсан вырăнти 4 класлă пуçламăш шкулне вĕренме кайнă, ăна ăнăçлă вĕçленĕ. Ача пултарулăхне, тăрăшулăхне асăрханă вĕрентӳçĕ ăна [[Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ|Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне]] вырнаçтарма хăтланса пăхнă. Анчах çав вăхăтра ку ĕмĕт пурнăçланайман.
 
Ялтан çичĕ çухрăмра 2 класслă училище уçăлнă, Даниил 1902 çулта унта вĕренме кĕнĕ, 1905 çулта вĕренсе тухнă.
 
Училище хыççăн вĕрентекенсем сĕннипе Даниил Семенова Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев çав çулах хăйĕн шкулне йышăннă.
 
1911 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен хушшинчи çутĕçпе социализм культурин ĕçченĕсен I съезчĕ иртнĕ. Ăна пухма, унăн ĕçне Д.С.Эльмень хастар хутшăннă. Ăна съезд председательне суйланă. Даниил Семенович тăрăшнипе тĕрлĕ наци интеллигенцийĕ культурăна аталантарассипе туслă та алла-аллăн ĕçленĕ.
 
Д. С. Эльмен Чăваш Енри халăха вĕрентес ĕç, культурăпа çут ĕçĕ, пичет тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнă. Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕн 1919 çулхи çу тата çĕртме уйăхĕсенчи смети тĕлĕшпе çырнă докладĕнче Чăваш Енре халăха вĕрентес ĕçе аталантармалли тĕллевсене палăртнă<blockquote> "...чăвашсене кăнттамлăхпа пăнтăх тĕттĕмлĕхĕчен кăларас тесен вĕсене вĕрентес ĕçе анлăн пурнăçламалла: шкулти, шкулчченхи, шкул тулашĕнчи вĕрентĕве те, профессипе техника вĕрентĕвне те"</blockquote> .
 
Д.С.Эльмень пуçарнипе халăха вĕрентес ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелли тата лайăхлатмалли кăткăс ыйтусене татса парас енĕпе те тăрăшнă. Педагогсене, вĕренме кирлĕ пулăшу кĕнекисене хатĕрлемелле пулнă. 1918 çулхи юпа уйăхĕнче Халкомнац çумĕнчи Д.С.Эльмень ертсе пыракан Чăваш пайĕ хушу кăларнă, вăл çут ĕç пайĕсене тата мĕн пур вĕренÿ керменĕсене васкавлăн букваре тишкерме хистенĕ, вăл шкул ачисемшĕн кăна мар, çитĕннисене вулама-çырма вĕрентес енĕпе те питĕ лайăх вĕренӳ пулăшу кĕнеки пулса тăнă.
 
Д. Эльмен Чăваш автономи облаçне туса хуни тăван халăхшăн ăслăхпа тата культурăпа çывăхланмалли çула уçасса шаннă. Вăл пуçарнипе 1920 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ревком Етĕрнере ял хуçалăх техникумĕ уçма йышăннă. Малтанлăха Хусан университечĕн филиалĕн шучĕпе университет уçас тĕллев те пулнă.
 
Ревкомпа унăн председателĕ Д.С.Эльмен облаç экономикине йĕркелес енĕпе нумай вăй хунă. Хăма çуракан савутсене ăста лаççисене хута янă. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Д.С.Эльмен сĕннипе Ревком Шупашкарта электростанци тума йышăннă. Çулталăкран ăна хута янă. Çĕр ĕçтешĕсене агрономи енĕпе пулăшас, машинăсене ус курма парас станцисене уçас енĕпе, ытти ыйтусене пурнăçа кĕртнĕ.
 
Эльмен 1932 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн Ильинкăри кану çуртĕнче вилсе кайнă. Ăна Шупашкарта "Хурăн кати'' çăвана пытарнă.
 
== Астăвăм ==