Левитан Исаак Ильич: различия между версиями

Нет описания правки
1887-мĕш çулта Левитан Атăл çине çитес ĕмĕтне пурнăçлать. "Атăл тапхăрĕ" 1890-мĕш çулччен тăсăлать.
 
Левитана Атăлăн чи аслă юрăçи теме те пулать. Атăл тăрăхĕнчи вăрмансем, уйсем, пысăк хуласемпе пĕчĕк ялсем ун кăмăлне çĕнĕрен те çĕнĕрен çĕклентерсе хавхалантарнă, хал панă. "Атăл çинчи каçкÿлĕм" (1888, Третьяков курав речĕ), "Каçкÿлĕм", "Ылтăн кÿлĕ", "Çумăр хыççăн; Плёс" (1889,çавăнтах) ĕçсенче ÿнерçĕ çанталăкăн хумхануллă кăмăл-туйăмне кăтартать: çил пĕлĕтсене таткалать, шыв вĕтĕртетсе хумханать... Сенкер-кĕмĕл тĕссем, черетлĕ шутсăр мĕлкесем, куçакан çутă тата чĕтрекен сывлăш туйăмсене вăратаççĕ. "Ылтăн кĕркунне ялта" (1889, Вырăс музейĕ) тата "Хурăн кати" (1889, Третьяков курав речĕ) те çав шухăшсене асилтереççĕ. <blockquote>"Эпĕ хама
хам ăнланаймастăп ÿнерÿсĕр. Ку таранччен нихçан та çутçанталăка çав тери юратманччĕ эпĕ"</blockquote>, — тенĕ вăл Чехов патне янă çырăвĕнче.
 
Левитанăн юлашки ĕçĕсем черчен те тарăн. Вăл çутçанталăкăн хăвăрт иртсе улшăнакан саманчĕсене тытса чарма ăмсанать: "Уйăх.Каç ĕнтрĕкĕ" (1899,Вырăс музейĕ), "Хĕвел юлашки пайăркисем" (1899,Третьяков курав речĕ),"Каç ĕнтрĕкĕнчи утă капанĕсем" (1899, çавăнтах), "Каç ĕнтрĕкĕ" (1900, çавăнтах). Шыв сăррипе тата пастельпа ÿкернĕ "Кĕрхи тĕтре" (1899, Вырăс музейĕ) тата "Вăрман хĕрринчи çаран" (1898, çавăнтах) та çав тĕллевех пурнăçлаççĕ.
 
1898-мĕш çулта Левитан çутçанталăк сăнарĕн ÿнер Академикĕ ятне илме тивĕçет, унăн ĕçĕсене пĕтĕм Раççей хулисенче те, Мюнхенпа Парижра та кăтартаççĕ. Анчах унăн чĕре чирĕ шалаллах кĕрет, тухтăрсем сиплени пулăшмипе пĕрех.{{Цитата пуçламăшĕ}}"Левитан вилет, ку куçа курăнать" {{Цитата вĕçĕ}}, — тесе çырнă Чехов.
 
"Кÿлĕ" (1899-1900, Вырăс музейĕ) — ÿнерçĕн юлашки, вĕçлесе ĕлкĕреймен ĕçĕ; çутçанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ, Раççей, тăван çĕр-шыв — пулнă унăн юлашки шухăшĕсемпе туйăмĕсем.
6108

правок