Татищев Василий Никитич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
4-мĕш йĕрке:
[[Мускав]]ри артиллерипе инженер шкулĕнче вĕреннĕ. [[Нарва|Нарвăна]] ([[1705]]) илнĕ çапăçăва, [[Полтава]] çапăçăвне тата [[Прут]] кампанине хутшăннă. [[1713]]—[[1714]] çулсенче [[Берлин]]ра, [[Бреславль]]ре тата [[Дрезден]]ра пĕлĕвне хăпартнă. [[1717]] çулта [[Данциг]]ра Татищев Петр I хушнипе, контрибуци шутне таса Мефоди çырнă авалхи образа? кĕртесси пирки калаçусем иртернĕ. Анчах та çак ĕçсем ăнăçлă вĕçленмен. Ют çĕршывсенчен Татищев чылай кĕнеке илсе килнĕ. Данцигран таврăннă хыççăн мануфактур-коллегин президенчĕ Брюс çумĕнче ĕçленĕ. [[1719]] çулта Брюс Раççейĕн географине тĕплĕн çырмалли кирлĕ тесе Петр I патне хут çырнă, çак ĕçе Татищева хушма сĕннĕ.
[[1720]] çулта Татищева Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратакан завочĕсем туса лартмалли вырăнсене суйласа хума янă. Вăл Уктус завочĕнче чарăннă та унта Ту Ĕçĕсен Канцелярине уçнă. Татищев Уктус заводне [[Исеть]] шывĕ çине куçарнă, çав вырăнта хула никĕсне хунă: халĕ [[Екатеринбург]] хули. Çаплах та, пăхăр шăратакан завод туса лартма Егошиха ялĕ çумĕнче вырăн палăртнă - халĕ кунта Пермь хули. Купсасене [[Ирбит]] ярмаркине кĕме ирĕклĕх уçассишĕн тăрмашнă. Заводсем çумĕнче икĕ пуçламăш, икĕ ту ĕçĕсен шкулĕсене уçнă, вăрмансене хӳтĕлес йĕркесене çырнă.
Демидова Татищевăн килĕшмен, вăл патшалăх завочĕсем хăйĕн завочĕсене чăрмав кӳрессинчен сикленнĕ. Уралти хирĕçӳсене салтса яма Г. В. де Геннин пынă. Вăл Татищевăн ĕçĕсем тĕрĕс пулнине çирĕплетсе каланă. [[1724]] çулта Петр I ăна берг-коллегин канашлакан туса хунă. Хыççăнах ăна Швецине ту тата дипломат ĕçĕсем пирки янă. [[Швеци]]нче Татищев 1724 çулхи раштавран 1726 çулхи акаччен пурăннă, заводсемпе рудниксемпе паллашнă, чылай ĕç ӳкерчĕкĕсене пуçтаронă, гранильного мастера, пустившего в ход гранильное дело в Екатеринбурге, собрал сведения о торговле Стокгольмского порта и о шведской монетной системе, познакомился со многими местными учёными и т. д. Швецинчен таврăнсан, Татищева [[1727]] çулта укçа çапса кăларакан конторăна ĕçлеме куçарнă.