Татищев Василий Никитич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Новая: Василий Никитич Татищев 1686 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче ашшĕн -Никита Алексеевич Татищевăн - Псков ...
 
3-мĕш йĕрке:
== Пурнăçĕ ==
[[Мускав]]ри артиллерипе инженер шкулĕнче вĕреннĕ. [[Нарва|Нарвăна]] ([[1705]]) илнĕ çапăçăва, [[Полтава]] çапăçăвне тата [[Прут]] кампанине хутшăннă. [[1713]]—[[1714]] çулсенче [[Берлин]]ра, [[Бреславль]]ре тата [[Дрезден]]ра пĕлĕвне хăпартнă. [[1717]] çулта [[Данциг]]ра Татищев Петр I хушнипе, контрибуци шутне таса Мефоди çырнă авалхи образа? кĕртесси пирки калаçусем иртернĕ. Анчах та çак ĕçсем ăнăçлă вĕçленмен. Ют çĕршывсенчен Татищев чылай кĕнеке илсе килнĕ. Данцигран таврăннă хыççăн мануфактур-коллегин президенчĕ Брюс çумĕнче ĕçленĕ. [[1719]] çулта Брюс Раççейĕн географине тĕплĕн çырмалли кирлĕ тесе Петр I патне хут çырнă, çак ĕçе Татищева хушма сĕннĕ.
[[1720]] çулта Татищева Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратакан завочĕсем туса лартмалли вырăнсене суйласа хума янă. Вăл Уктус завочĕнче чарăннă та унта Ту Ĕçĕсен Канцелярине уçнă. Татищев Уктус заводне [[Исеть]] шывĕ çине куçарнă, çав вырăнта хула никĕсне хунă: халĕ [[Екатеринбург]] хули. Çаплах та, пăхăр шăратакан завод туса лартма Егошиха ялĕ çумĕнче вырăн палăртнă - халĕ кунта Пермь хули. Купсасене [[Ирбит]] ярмаркине кĕме ирĕклĕх уçассишĕн тăрмашнă. Заводсем çумĕнче икĕ пуçламăш, икĕ ту ĕçĕсен шкулĕсене уçнă, вăрмансене хӳтĕлес йĕркесене çырнă.