Пушкин Александр Сергеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
21-мĕш йĕрке:
|Викивулавăш=

'''Александр Сергеевич Пушкин''' — (1799, çу уйăхĕн 26-мĕшĕ (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускав - 1837, 27-мĕш кăрлач (çĕнĕ йĕркепе 10 -мĕш нарăс), Сăваплă Петĕрхули) хальхи саманари вырăс çыравлăхне никĕсленĕ аслă сăвăçипе çыравçи, историк, драматургĕпе тишкерÿçи.

== Пурнăçĕ ==
= Ача çулĕсем =[[(Вăл 1799-мĕш çулта, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускавра çуралнă. Унăн ашшĕ, Сергей Львович Пушкин (1767-1848), авалхи дворян йăхĕнчен пулса тухнă. Амăшĕ, Надежда Осиповна (хĕр
хушамачĕ Ганнибал) (1775-1836), Абрам Петрович Ганнибалăн (1696-1781) мăнукĕ пулнă.
Çу уйăхĕсене ача кукамăшĕ, Мария Алексеевна Ганнибал (1745-1818), патĕнче, Мускавпа юнашар Захарово салинче ирттернĕ. Кукамăшĕ вырăсла калаçма та, çырма-вулама та лайăх пĕлнĕ: ку вăл вăхăтри дворянсен
31-мĕш йĕрке:
çыравлăх туйăмне çуратнă. Кунта паллă çыравçăсем пухăннă, сăмах май, унăн ашшĕ те сăвăсем çырнă, куккăшĕ Василий Львович (1766-1830) Н.М.Карамзин (1766-1826) ушкăнĕн паллă сăвăçи пулнă. Черчен çулсенчех
ача Ломоносовпа Жуковский, Мольерпа Бомарше, Вольтер хăйлавĕсемпе паллашать.
== Лицей ==
1811-мĕш çулта Пушкин Патша салинчи тин кăна уçăлнă (19(31)-мĕш юпа) Лицей тесе ят панă вĕрентĕше кĕрет. Лицейре вăл ултă çул вĕреннĕ. Ку уншăн нихçан манми пархатарлă тапхăр пулнă. Кунта вăл ирĕклĕ шухăш
саракан вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ку А.П. Куницын, çамрăк профессор, тин кăна ют çĕршывран таврăннăскер, политика кафедрине ертсе пырать; Кошанскийпе А. И. Галич, латин тата раççей сăмахлăхĕсене
вĕрентекенĕсем; лицейĕн иккĕмĕш пуçлĕхĕ Е.А.Энгельгард çамрăк сăвăçа малтисенчен пĕри уйăрса палăртать, хăй хÿтине илет. Лицей ăна вăл хăйне хăй сăвăç пулнине туйса илме пулăшнă, кĕçех кăна унăн çывăх
юлташĕсем те—те — И.И.Пущин, А.А.Дельвиг, В.К.Кюхельбекер, вĕрентекенĕсем те, Раççей илемлĕ çыравлăхĕн хисеплĕ елчисем те—те — Державин, Жуковский, Батюшков, Карамзин ăнланса илеççĕ. Çак çулсенчех Пушкин
''"Арзамас''" ятлă çыравçăсен ушкăнне кĕрет, ''"Русланпа Людмила''" юрăллă сăвăна çырма пуçлать."
1815-мĕш çулта Пушкин Г.Р.Державин умĕнче Тăван Çĕршывăн 1812-мĕш çулхи вăрçă ĕçĕсене халалланă ''"Патша салинчи асаилÿсем''" сăввине вулать. Çав çулах сăвва 'Раççей музеумĕ''" журналта пичетлеççĕ.
== Яшлăх ==
1817-мĕш çулăн çĕртме уйăхĕнче лицей пĕтернĕ Пушкин Ют çĕршывсен ĕçĕсен коллегине вырнаçнă, анчах-та унта пĕр кун-та ĕçлемен. Вăл театрсен яланхи хăни пулса тăнă, ''"Арзамас''" ушкăнĕн ларăвĕсенче хутшăннă.
1819-мĕш çулта Пушкин ''"Симĕс лампа''" çыравлăхпа театр ушкăнне кĕрет, ку ушкăнăн ертÿçи ''" Благоденстви союзĕ''" пулнă. Пушкин унăн нумайăш елчипе туслă пулнă, çапла пулин те, усал шăпаран хÿтĕлесе хăйсен
вăрттăн ларăвĕсенче ăна хутшăнма май паман. Ку тапхăрта вăл ''"Ирĕклĕх''" (1817), ''"Чаадаева''", "Ял" (1819) сăвăсем, Аракчеев, архимандрит Фотийпе 1-мĕш Александр патша çине эпиграмма çырать, ''"Русланпа Людмила''" юрăллă сăвăна вĕçлеть (1817-1820).
== Кăнтăрта (1820-1824) ==
юрăллă сăвăна вĕçлеть (1817-1820).
= Кăнтăрта (1820-1824) =
Пăлхавлă сăвăсем çырнăшăн ăна çу уйăхĕнче кăнтăра леçнĕ. Екатеринослав хулинче вăл Раевский кил-йышĕпе паллашать, вĕсемпе пĕрле Кавказа, унтан Крыма, авăн уйăхĕнче Кишинёва çитеть, И.Н.Инзов генерал
килĕнче пурăнать.Кунта вăл пулас декабристсемпе паллашать, нумай ĕçлеть. Ку вăхăтра вăл ''"Кавказ чури''" (1821), "Бахчисарай шыв таппи" (1823), ''"Тыткăнçă''", ''"Мал-пĕлен Олег çинчен юрă''" çырнă,''"Евгений Онегин''" сăвăллă
роман çырма пуçлать, Байронпа Шенье хăйлавĕсемпе паллашать, ''"Гавриилиада''" (1821), ''"Пичче-шăллĕ хурахсем''" (1822), юрăллă сăвăсем çырать.1823 -мĕш çулăн утă уйăхĕнче ăна Одессăна куçараççĕ. Анчах та унпа
Воронцов граф хушшинчи пăтăрмахсем граф ыйтнипе сăвăçа хуларан кăларса яма хистеççĕ.
== Михайловскинче (1824-1827) ==
Ăна амăшĕн ялне — Михайловскине яраççĕ, вырăнти пуçлăхсене ăна сăнама тиветь. Кÿршĕ ял Тригорски хуçисем унăн кăмăлне уçаççĕ : П.А.Осипова килĕнче пуян кĕнеке пуххи упраннă, вĕсен кил-йышĕпе вăл малашне
те туслă пулать. 1825-мĕш çулта Пушкин П.А.Осипован тăванĕн хĕрĕпе А.П.Кернпа тĕл пупнă, ăна халалласа ''"Астăватăп асамлă саманта ''" сăвва çырнă. Раштавăн 17-мĕшĕнче вăл декабристсен пăлхавĕ çинчен хумхавлă
хыпар илеть. Юлташĕсен шăпишĕн хумханса вăл хăйĕн çинчен çырнă тата ытти айăпа кĕртме пултаракан хут-çыру çунтарнă.
1826-мĕш çулта вăл Тригорскинче Н.М.Языков сăвăçпа паллашать.
== (1827-1830) ==
Авăн уйăхĕнче тинех 1-мĕш Микулай патша хушнипе Мускава пырса çитеть. Патша Пушкина хăйĕн картинчи çыравçă тăвасшăнскер, пысăк чыс тунă пек унăн хăйлавĕсене хăй тĕрĕслеме пикеннĕ. Анчах ку евĕрлĕ ''"пысăк
чыс''" Пушкина хирĕç пырса çапăннă: халĕ ăна хăйлавĕсене пичетлеме çех мар, вулама та патша тĕрĕслемесĕр ирĕк пулман. Ăна Кавказа та, ют çĕршыва та кайма ирĕк пулман. Вăл ''"Кăлăх парне, ăнсăрт парне''" сăвă çырать.
1827-мĕш çулта Пушкин ''"Аслă Петĕр арапĕ''" хăйлав çырма пуçлать.1828-мĕш çулта Пушкин Mускаври чипер пике — Натали Гончаровапа паллашать, пĕрре курсах юратса пăрахать. Анчах 1829-мĕш çулxи ака уйăхĕ вĕçĕнчи
ăнăçсăр çураçу унăн кăмăлне хуçнă. Хуйăхне пусăрайман Пушкин, влаçсен ирĕкĕнчен тухса Кавказа каять: ''"Арзрума çул-çÿрени''" çыру хăйлавĕ, ''"Кавказ''", ''"Грузи сăрт-тăвисем çинче''" сăвăсем çырать.
== Болдинора ==
1830-мĕш çулта вăл тинех Н.Н.Гончароваран мăшăрланма килĕшÿ илнĕ. Вăл Чулхула кĕпернири ашшĕн Болдино ялне каять, анчах çак таврара сарăлнă холера чирĕ ăна виçĕ уйăхлăхах тытса чарать. Болдинори кĕр уйăхĕсенче
вăл ''"И.П.Белкин çыравĕсем''", ''"Коломнари пĕчĕк çурт''", ''"Пĕчĕк трагедисем''", сăвăсем çырнă, ''"Евгений Онегина''" вĕçлесе пынă.
== (1831-1836) ==
1831-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Мускавра Пушкинпа Н.Н.Гончарова мăшăрланнă. Çулла вăл Ют çĕршыв Коллегинче патшалăх ĕçне кÿлĕнеть. Çак япала ăна патшалăх архивĕнче ĕçлеме ирĕк парать. Вăл ''"Пугачёв
историйĕ''" (1833), "1-мĕш Петĕр историйĕ''", ''"Дубровский", ''"Пăхăр юланут''", ''"Пикаллă майра''", ''"Анджело''", юмахсем çырать.
Юлашки çулсенче патша картипе юнашар чиновник-аристократ таврашĕсем Пушкина хирĕç кăмăлĕсене пытармаççĕ. 1833 -мĕш çул вĕçĕнче патша ăна, мăшкăл тунă пек, камер-юнкер ятне парать. Ку çамрăк çынсене çех
паракан чинпа ирĕксĕрех килĕшмелле пулнă: вăл архивра ĕçлес тенĕ. Унăн йывăрлăхĕсем хутшăнса пынă: ''"Пăхăр юланутпа''" ытти нумай ĕçĕсене пичетлеме ирĕк паман, çырăвĕсене уçса вуланă, кашни утăмне сăнанă, нумай
ачаллă кил-йышĕ ÿснĕ, укçа-тенкĕрен хĕсĕнме тивнĕ. Çапла пулин те ку тапхăр пархатарлă пулнă: вăл ''"Египет каçĕсем''",''"Капитан хĕрĕ''", сăвăсемпе юмахсем çырнă.
1835-мĕш çул вĕçĕнче вăл ''"Современник''" журнал уçнă. Вырăс çыравлăхне çÿллĕ шая хăпартса аталантарма вăл пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Журналта В.А.Жуковский, П.А.Вяземский, Е.А.Баратынский. Д.Давыдов,
Н.В.Гоголь, Тютчев, Кольцов пичетленнĕ.
1836-мĕш çулхи çуркунне йывăр чир хыççăн амăшĕ, Надежда Осиповна вилсе каять. Ку Пушкиншăн йывăр хуйăх пулнă.
== Тÿрлетми çук инкек ==
1836-мĕш çулхи хĕлле Пушкина курайман тăшманĕсем унăн арăмĕн ятне хурласа, патша тата Голланди элчи Л. Геккерн ывăла илнĕ Ж.Дантес барон ячĕсемпе хушса сĕмсĕр элек сараççĕ. Хăйĕн тата арăмĕн таса ятне упраса.
Пушкин Дантеса дуэле чĕнсе кăларать. 1837-мĕш çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Хура юханшыв çинче дуэль пулса иртет, вилĕмлех аманнă Пушкинăн перитонит пуçланать, икĕ кунтан вăл çут тĕнчерен уйрăлать. В.А.Жуковский:
''" Вырăс çыравлăхĕн хĕвелĕ анăçа кайрĕ''"—тенĕ.
Халăх хумханăвĕнчен хăраса патша Пушкин вилине Петербургран вăрттăн илсе тухма хушнă. Ăна Псков кĕпернири Сăваплă сăртсен мăнастир çĕрĕнче пытарнă.

== Пушкин Чăваш Енре ==
Пушкин Чăваш Енре те пулнă, чăваш туя сăннă, хавхаланă. [http://bizbibl.narod.ru/new_page_6.htm] Бичуринпа нумай тĕл пулнă...

== Чăваш чĕлхе çине куçарни ==
Александр Пушкинăн сăввисене нумай чĕлхе çине куçарнă. Çавăн пекех нумай чăваш сăвăçи унăн сăввисене [[чăваш чĕлхи]] çине куçарнă.

Йӗрке 87 ⟶ 86:

== Ӗçĕсем ==
"Русланпа Людмила" (1817-1820)

"Кавказ чури" (1820-1821)

Йӗрке 112 ⟶ 111:
"Капитан хĕрĕ" (1836)

== Вуламалли ==
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
{{stub}}

== Вуламалли ==
Пущин И.И. Записки о Пушкине М., "Детская литература", 1984

Т.Т.Цявловская Рисунки Пушкина М., "Искусство", 1987

Леонид Гроссман Записки Д' Аршиака, Пушкин в театральных креслах М., "Художественная литература", 1990

== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
{{stub}}