Антарктида: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 183 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q51 (translate me)
52-мĕш йĕрке:
 
== Çын тата Антарктида ==
=== Континета тĕпченĕ историтĕпчени ===
Кăнтăр поляр çаврине карап çинче пĕрремĕш голландсем каçнă; вĕсене 1559 çулта [[Магеллан тинĕс пырĕ]]нче çӳренĕ Яков Магю эскадрине кĕрекен Дирк Гееритц ертсе пынă. Шторм хыççăн эскадрăна çухатнă Гееритц карапĕ кăнтăралла кайнă. 64° кăнтăр ш. çити ансан вăл çӳллĕ çĕре асăрханă. 1671 çулта Ла Рош [[Кăнтăр Георгия тата Кăнтăр Сандвич утравĕсем|Кăнтăр Георгие]] уçнă; 1739 çулта Бувэ утравне уçнă; 1772 çулта Ĕнчĕ океанĕнче [[Керглен Ив-Жозеф Тремарек|Ив-Жозеф Керглен]], франци тинĕс офицерĕ, [[Кергелен (утрав)|хăйĕн ятне тивĕçнĕ утрава]] тупнă.
Кергленпе пĕр вăхăтрах Англирен хăйĕн пĕрремĕш кăнтăр çур чăмăрне çӳреве [[Кук Джеймс|Джеймс Кук]] тухнă, 1773 сулхи кăрлач уйăхĕнче «Adventure» тата «Resolution» карапсем кăнтăр поляр çаврине 37°33' т. д. меридианĕ тĕлĕнче каçнă. Пăрсемпе чылай кĕрешнĕ хыççăн вăл 67°15' к. ш. çитнĕ те çурçĕрелле пăрăннă. 1773 çулхи раштав уйăхĕнче Кук каллех кăнтăр океанне тухнă, раштавăн 8-мĕшĕнче унăн урлă каçса 67°5' к. ш. параллелĕнче пăрсен тыткăнне лекнĕ. Пăр ытамĕнчен хăтăлсан, Кук кăнтăралла кайса 1774 çулхи кăрлач уйăхĕнче 71°15' к. ш., [[Çулăмлă Çĕр]]тен кăнтăр-анăçарах, çитет. Кунта витĕр тухмалла мар пăр хӳми унăн çулне чарать. Кук пĕрремĕш кăнтар тинĕсĕсене çитет те темиçе çĕрте иртмелле мар пăрсене пула каялла таврăнать. Ăна тимленипе 45 çул хушши поляр экспедицисене пуçтарман.
 
Антарктидăна ([[кăрлач, 28]]) [[1820]] çулта вырăс экспедицийĕ [[Беллинсгаузен Фаддей Фаддеевич|Фаддей Беллинсгаузенпа]] [[Лазарев Михаил Петрович|Михаил Лазарев]] ертсе пынипе уçнă. Вĕсем "Восток" тата "Мирный"[[шлюп]]семпе хальхи [[Беллинсгаузен пăрлăхĕ]] шельф районĕ патĕнче çĕнĕ континента сăнанă.
 
Йӗрке 63 ⟶ 66:
Наци Германийĕ материкăн çак пайне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тĕпчесе йышăнма тытăннă. Халиччен те тĕпчевçĕсем темиçе вунлăх çулĕ каялла пăрахса хăварнă çар вырăн тĕпĕсене тупаççĕ.
 
[[XX ĕмĕр]]ĕн варринчен пуçласа Антарктидăна хуçалăх усăллăхĕ енĕпе йышăнма пуçлаççĕ. Континент çинче чылай çĕршыв темиçе пĕрмай усă курмалли базăсем никĕслеççĕ, вĕсем çул тăршшипех [[метеорологи]], [[гляциологи]] тата [[геологи]] тĕпчев ĕçĕсене ирттереççĕ1958 çулхи раштав,14 Евгений Толстиков ертсе пынă виççĕмĕш совет антарктика экспедицийĕ [[Çитеймен полюс]]а çитсе унта [[Çитеймен полюс (антарктика станцийĕ)|«Çитеймен полюс»]] вăхăтлă станцине туса лартать.
 
=== Антарктидăн статусĕ ===