Рамстедт Густав Ион: различия между версиями

Нет изменений в размере ,  13 лет назад
→‎Пурнăçĕ: чĕлхисем
(→‎Пурнăçĕ: чĕлхисем)
 
==Пурнăçĕ==
Нумай çул хушши ([[1917]]-[[1941]]) [[Хельсинки университечĕ|Хельсинки университетĕнче]] [[профессор]]та ĕçленĕ. [[1930]] çулччен дипломати ĕçĕнче тăнă. Рамстедт алтай чĕлхе ăслăлăхĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене тĕпченĕ, чăваш чĕлхипе те хытă кăткăсланнă. Чăваш чĕлхине тĕпчесе [[1922]] çулта «Zur Frage nach der Stellung des Tschuwassischen» ятпа пысăк пĕлтерĕшлĕ статья пичетлесе кăларнă. Унта тĕпчевçĕ чăваш чĕлхин алтай чĕлхисен йышĕнчи вырăнне, чăваш чĕлхинчи [[ротацизм]]па [[ламбдаизм]] [[монгол чĕлхисем|монгол чĕлхисенчен]] çавнашкал пулăмсемпе мĕнле шайлашура тăнине, ротацизм ытти тĕрĕк чĕлхисенче зетацизма, ламбдаизм сигматизма куçнине çирĕп фактсем çине таянса çырса кăтартнă. Чăваш сăмахĕсен сасă тытăмĕнче сĕм авалхи тĕрĕк-монгол чĕлхисен уйрăмлăхĕсем упранса юлнине палăртнă. Çавăнпа та, ун шухăшĕпе, тĕрĕк-алтай чĕлхисен ăшлăхне чăваш чĕлхине пĕлмесĕр ăнлантарса пама май çук. Рамстедт [[чăваш чĕлхи]]не чи авалхи [[тĕрĕк челхисемчĕлхисем|тĕрĕк чĕлхисенчен]] пĕри тесе шутланă. Çак шухăша халĕ чылай тюрколог йышăннă.
 
[[1957]] çулта тĕпчевçĕн «Введение в алтайское языкознание» ятлă пысăк ĕçĕ [[вырăс чĕлхи|вырăсла]] пичетленсе тухнă. Ку вăл алтай чĕлхисен танлаштаруллă морфологийĕ. Унта чăваш тĕслĕхĕсемпе туллин, пур енлĕн усă курнă, чăваш чĕлхипе [[монгол чĕлхи|монгол]], [[тунгус чĕлхи|тунгус]] тата [[корей чĕлхи]]сен сĕм авалхи çыхăнăвĕсене палăртнă.