Шурă мулкач: различия между версиями

Нет изменений в размере ,  7 лет назад
Нет описания правки
п (Bot: Migrating 1 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q180035 (translate me))
'''Мулкач (вăрман мулкачĕ)''' — 50 [[сантиметр]]тан вăрăмрах. Хăлхи 9-11 сантиметр тăршшĕ. Йывăрăшĕ 4 килограма яхăн. [[Вăрман]] мулкачĕн хăлхи [[хир]] мулкачĕн (карсакăн) хăлхипе танлаштарсан кăштах кĕскерех, [[ура лаппи]] вара сарлакарах. Ку мулкач вăрманта пурăнма юратать, анчах та [[сĕм вăрман]]сенче курăнмасть.
Унăн [[рацион]]ĕнче 60 тĕслĕ ӳсентăран. [[Кăмпа]] та юратса çиет. Апат шырама каçхине тухать. [[Ир]]пе ирех те ăна апатра курма пулать. Кăнтăрла вăл канать% çулла уçă вырăнта - пĕр-пĕр [[хӳтлĕх]] хыçĕнче, хĕлле [[юр]] айĕнче. [[Куç]]ĕ лайăхах курмасть, анчах та хăлхи питĕ лайăх илтет. [[Çулталăк]]ра 1 е 2 хут çăвăрлать. 3-5 [[çура]] пулать пуслăхра. Пĕр [[эрне]]ри [[мулкач çури]] [[курăк]] çиме тытăнать. Икĕ эрнери çурасене амăшĕ ĕмĕртме пăрахать. Малалла çурасем хăйсем тĕллĕнех пурăнаççĕ. Мулкачсене [[тилĕ]]семпе [[çӳлевĕç]]сем тапăнаççĕ. [[Тăмана]]сем те канăç памаççĕ. [[Çын]]сем те вĕсене тытсах тăраççĕ.
Мулкачсен хисепĕ ремпубликăра10республикăра10 пине яхăн шутланать.
 
[[Категори:Чĕрчунсем]]
323

правки