Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
90-мĕш йĕрке:
 
=== Суперхăват ===
[[Иккĕмĕш тĕнче вăрçи]] хыççăн [[Совет Союзĕ]]пе АПШ [[Сивлек вăрçă]] туса тĕнчери аслă хăват пулассишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. ЕвроппăриЕвропăри политикăлла лару-тăрăва икĕ енчен [[Варшава Пакчĕ]] тата [[Нато]] витĕм кӳрсе тăраççĕ. Cовет Союзĕ [[коммунизм]] тата [[план экономики]]не, Америка [[либераллă демократи]] тата [[капитализм]]а (мул экономики) сарма тăрăшаççĕ. Совет союзĕ те, çав вăхăтрах Америка та тĕнче диктаторĕсене пулăшса тăраççĕ, пĕри тепринпе виççĕмĕш çĕр-шывсенче çапăçаççĕ ([[Прокси вăрçи]]). [[1950]]-53 çулсенче Америка çарĕ Корейре Китай коммунисчĕсемпе кĕрешет. Америкăра [[Америка майлă мар ĕçсен Комитечĕ]] йĕркеленет те, патшалăх коммунизм майлă çынсене йĕрлеме пуçлать, [[Джозеф Маккартти]] сенатор коммунизма хирĕç юхăмăн тĕп сăнарĕ пулса тăрать.
 
[[1961]] [[Совет Союзĕ]] тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут этем яраять. Çак ĕç Америкăра ăслăлăх ĕçĕн тухăçлăхне çĕклеме хавхалантарать. Джон Кеннеди президент уйăх çине этеме кăларакан çĕр-шыв Америка пултăр, ĕç 1969 çулта пурнăçлантăр тесе калать. Кеннеди президент саманинчех [[Куба]] таврашĕнче Совет Союзĕпе ядерлă вăрçăпа хăратакан ĕç пулса иртет. Çав хушăрах, Америка экономики самай ӳссе-сарăлса каять. Африка-американĕсен [[Мартин Лютер Кинг]] пек хастар пуçлăхĕсем ертнипе граждан ирĕкĕсемшĕн юхăм американсене расă тăрăх уйăрасси-хĕсĕрлессине хирĕç, [[Джим Крау саккунĕ]]сене, 1964 çулта çирĕплетнĕ [[Граждан Прависен Акчĕ]]нчи пĕр абзацне пĕтерессишĕн кĕрешеççĕ. Кеннеди президента вĕлернĕ хыççăн, ăна ернĕ политиксем виççĕмĕш çĕр-шыв вăрçисене Кăнтăр-хĕвелтухăç [[Ази]]не илсе çитереççĕ, [[Вьетнам]]ра ăнăçусăр вăрçă пуçлаççĕ.