Серов Валентин Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
90-мĕш йĕрке:
Пĕр тăхтав сăнарсем ÿкерменскер, çĕнĕрен вĕсене тытăнать, "Илемлĕх тĕнчи" ушкăнăн кăтартувĕсенче хутшăнать. Унăн юлташĕсен хушшинче— Д.В.Философов, Л.С.Бакст, В.Ф.Нувель, К.А.
Сомов, Б.М.Кустодиев,А.Н.Бенуа, С.П.Дягилев, А.П.Остроумова, Е.Е.Лансере.
 
1899-мĕш çупта Серов С.М.Боткин,А.А.Бахрушин, В.В.Мате, A.K.Глазунов сăнарĕсене ÿкерет.
 
Йӗрке 109 ⟶ 110:
 
1908-мĕш çулта Г.Л.Гиршман, К.А.Станиславский, И.М. Москвин, В.И.Качалов сăнарĕсене ÿкерет.
 
1909-мĕш çулта Серов Мускаври Ÿнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшĕнчен тухса каять, "Анна Павлова" театр плакачĕ ÿкерет, Т.П.Карсавина сăнарне ÿкерет.
 
1910-мĕш çупта "Шехерезада" балет валли пусма каррине илемлететь. Кĕркунне Биарицра М.С.Цетлин сăнарне (Рамат-Ганри Илемлĕх музейĕ, Израиль) ÿкерет. Испанире пулса (Мадридпа Толедо, Эскориал) Веласкес, Эль Греко, Гойя, Тициан, Мантенья, Дюрерпа Рафаэль ĕçĕсемпе паллашать. Ида Рубинштейн сăнарне ÿкереть. Анчах-та нумайăшĕ ăна тивĕçсĕр тиркесе хурланă: И.Е.Репин ку ĕçе "гальваникăллă виле" тесе ятланă. Юлашки çулсенче ÿнерçĕ нумай та пултаруллă ĕçлет, чылай сăнарсем, вĕсен хушшинче О.Орлова сăнарне те ÿнерет. Италири Уффици музейĕ ÿнерçĕн хăйне хăй ÿнернĕ сăнарне ыйтать. М.М.Фокин сăнарне ÿкерет.
 
1911-мĕш çупта Римра Тĕнче халăхĕсен хушшинчи куравĕ иртнĕ, Серов ĕçĕсем валли ятарлă пÿлĕм уйăрса панă. Курав Серовшăн питĕ ăнăçуллă иртнĕ; А.Н.Бенуа ăна çÿллĕ шая хăпартса хакла-
нă, 3-мĕш Александр патша музейĕ Ида Рубинштейн сăнарне сутăн илнĕ. Çав çулах вăл Анлире (Лондон) Дягилев труппипе пулать, В.Ф.Нижинский сăнарне ÿкерет.
 
Анчах та хăйне шеллемесĕр ĕçлени унăн чĕрине хавшатнă, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче (раштавăн 5-мĕшĕ) Серов сарăмсăр вилсе кайнă. Серов хăй хыççăн хăварнă илемлĕх еткерне кирлĕ шая лартма сăмах та çитмĕ. В.Я.Брюсов каланă тăрăх, унăн вилĕмĕпе эпир пирĕн вăхăтри аслăран та аслă вырăс ÿнерçине çухатрăмăр.