Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.3) (робот хушрĕ: bxr:Америка
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.3) (бот изменил: de:Vereinigte Staaten на de:Vereinigte Staaten von Amerika; косметические изменения
32-мĕш йĕрке:
АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче [[Атлантика океанĕ|Атлантика океанĕнчен]] пуçласа хĕваланăç енче [[Лăпкă океан]] таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар [[Канада]] вырнаçнă, кăнтăр енче — [[Мексика]]. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе [[утрав]] [[Кариб тинĕсĕ|Кариб тинĕсĕнче]] тата [[Лăпкă океан|Лăпкă океанра]] кĕреççĕ.
 
АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех [[Кариб тинĕсĕ|Кариб тинĕсĕнчи]] тата [[Лăпкă океан]]ри темиçе [[утрав]] кĕрет.
 
9.6 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннăскер, Америка тĕнчери виççĕмĕш чи аслă çĕршыв. Халăх йышĕпе (300 миллион ытла) Америка тĕнчери виççĕмĕш чи йышлă çĕршыв.
 
АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче [[Аслă Британи]]е пăхăнмасси çинчен пĕлтернĕ 13 [[колони]] «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен [[суверенлăх]]ĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) [[Аслă Британи]] [[1783]] çулта килĕшнĕ. [[1781]] çулта '''Конфедераци Йĕркисем''' (Articles of Confederation) ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи [[конституци]]не йышăннă хыççăн самай улшăннă.
 
Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.
56-мĕш йĕрке:
Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем [[Ази]]рен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, [[патшалăх]]сем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут [[Христофор Колумб]], Европă тĕпчевçи, [[1493]] çулхи [[чӳк, 19|чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче]] [[Пуэрто-Рико]] çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне [[Еврази]]рен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.
 
Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, [[Флорида]] тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан [[испан]]сем колони хывнă. Хайхи малтанхи [[испан]] ялĕсенчен [[1565]] çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. [[Франци]]рен килнĕ [[мамăк]]-[[тир]] усламçисем хăйсен ялĕсене [[Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, [[Аслă Кӳлĕ]] тавра çавăраççĕ, унтан [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăн]] чылай шалти çĕрĕ-шывне – [[Мексика пырĕ]] таранах хăйсен аллине илеççĕ.
 
Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини ([[1607]] ç.) тата Плимăс ([[1620]] ç.) колонийĕсенче хывать. [[1628]] çулта [[Массаччуссăтс Пырĕ]]нчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара [[1634]] çула [[Çĕнĕ Англи]]ре 10 000 яхăн [[пуритан]] вырнаçать. 1610 çултан революциччен [[Британи]] хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.
74-мĕш йĕрке:
=== Граждан вăрçи тата Индустриленни ===
[[Ӳкерчĕк:Ellis island 1902.jpg|thumb|200px|left|Нью-Йоркри Эллис утравне иммигрантсем анаççĕ, 1902]]
[[Чураллă штатсем]]пе ирĕклисем правительсвто çыхăнăвне хаклассипе, чуралăха сарссипе хире-хирĕç шухăшлă пулнă пирки федерацири лару-тăру çĕнĕрен хĕрӳленет. [[1860]] çулта [[чуралăх]]а хирĕç [[Республикăлла парти]] кандидатне [[Абрахам Линкольн]]а суйласа президента лартаççĕ. Вăл ĕçлеме пуçличчен çичĕ штат Федерацирен тухса [[Америкăн Конфедерацилле Штачĕсем]] пулса тăраççĕ. Федераци правительстви ку туху саккуна хирĕç тесе хаклать. Конфедераци Форт Самтăр çине тапăннипе Граждан вăрçи тухать. Конфедераци енне тата тепĕр 4 штат куçать. [[Юнион]] (Федераци) çарĕ кăнтăралла çĕнтерсе пынă май, [[Линкольн]] сĕннипе чурасене ирĕке кăлараççĕ. [[Юнион]] [[1865]] çулта çĕнтерсен, [[Америка]] конституцине 4 миллиона яхăн [[Африкăлла Американ]]а граждан тăвакан, сасăлав ирĕкне паракан 3 тӳрлетӳ кĕртĕççĕ. Федераци хăвачĕ вăрçăра çĕнтернипе татах ӳсет.
 
Вăрçă хыççăн Линкольн президента вĕлереççĕ, Республикă партийĕ хăйĕн витĕмне вăйлатать, кăнтăрти чуралăхран ирĕке кăларнă çынсен прависене хӳтĕллессипе, федерацие çĕнĕрен пĕрлештерессипе çине тăрса ĕçлет – [[Реконструкци]] тапхăрĕ пуçланать. 1876 çулта тупăшуллă суйлавран Русăрфорт Хейс, кăнтăр çынни президент пулса тухать те, Реконструкцие пĕтерсе хураççĕ, çĕнĕ саккунсем тăрăх Африкăлла Американсем «тан, анчах уйрăм» пулса тухаççĕ. Африкăлла Американсен кăна мар, Акăлчанла мар шурă çынсен, тата Индейĕцсен прависене те Акăлчанла Американсем вăйлă хĕссе хураççĕ.
80-мĕш йĕрке:
Çĕршывăн çурçĕр пайĕнче имигрант килсе тăнипе хуласем вăйлă ӳссе пыраççĕ, хапрăк-савăт уçăлнипе хăвăрт [[индустриализаци]] тапранать. 1929 çулччен пынă имиграци хумĕ, Америкă хуçалăхне ĕç çыннине илсе килет, Америка сăн-сăпатне улăштарать.
 
1867 çулта Америка [[Раççей]]рен [[Аляска]] çĕрне укçа тӳлесе илет. [[1890]] çулта индей вăрçисем пĕтеççĕ. [[1893]] çулта Хавайра (Гаваи) пурăнакан американсем ертнипе утравсен патшине сирпĕтеççĕ, утравсене АПШ аннексилет. Çав çултах, испан-американ вăрçинче çĕнтерсе Америка [[Пуэрто-Рико]] тата [[Филиппин утравĕсем|Филиппин утравĕсен]]е хăй çумне хушать (çур-ĕмĕр иртсен Филиппин пăхăнман патшалăх пулса тухать).
 
=== I-мĕш Тĕнче Вăрçи, Аслă Депресси, тата II-мĕш Тĕнче Вăрçи ===
96-мĕш йĕрке:
1974 çулта Вотергейт сас-хури тухсан, Ричард Никсон демократла президента влаçпа иртĕхнĕшĕн ĕçрен тухтараççĕ. 1980 çулта Рональд Рейгана суйлани Америкăн политики «сылтăмалла» (республикансем енне) сулăннине пĕлтерет. 80-90-мĕш çулсенче [[Совет Союзĕ]]н хăвачĕ чакать те [[СССР арканăвĕ|СССР арканать]]. [[ПНО]]ра ертӳçĕ пулса, союзникĕсемпе Перс кӳлмек тата [[Югослави]] вăрçисене чарайни Америкăн тĕнчери хăрах суперхăват авторитетне çирĕплетет. [[Билл Клинтон]] президент пулнă хушăра (1991 - 2001) Америка экономики тĕнчере самай сарăлать. 1998 çулта гражданла суда лекнĕшĕн, ясар ĕçĕпе çуйăху кăларнăшăн Элчĕсен Çурчĕ [[Билл Клинтон|Клинтона]] айăпласа [[импичмент]]лет; президента Сенат çăлса ĕç вырăнĕнче хăварать.
 
[[2001]] çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче [[Нью-Йорк]] хулинчи ларакан Тĕнчери Суту Центрĕн йĕкĕр çуртне, тата Пентагона самолетсем пырса çапăнаççĕ. Виçĕ пине яхăн çынна вĕлерсе Тĕнчери Суту Центрĕ тата юнашар ларакан темиçе çурта ишĕлтереççĕ. Çак ĕç пулса иртнĕ хыççăн, [[Джордж Буш]] президент преступленишĕн [[Аль-Кайда]] террорисчĕсене айăпласа [[Террорпа Вăрçă]] пуçлать. Çав çулах ÇАПУ çарĕ Афганистана кĕрсе, Талибан правительствине тата Аль-Кайда шкулĕсене çĕмĕрет. Талибансем [[ÇАПУ]] çарне хирĕç партизанла вăрçаççĕ. 2002 çулта иккĕленӳллĕ пĕлтерӳсене шанса [[Джордж Буш]] [[Ирак]]ри влаç режимне пусарма чĕнет. ÇАПУ пулăшма туннине кура [[Джордж Буш]] [[Ирĕкне Кăтартакансен Коалицийĕ]] йĕркелесе 2003 çулта [[Ирака]] çарне кĕртет те, Саддам Хуссейн президентлăхне пĕтерет. Хăй халăхĕ те, тулашри çĕр-шывсем те Иракран çарне кăларма хистинĕ пулин те Америка çарне [[Ирак]]ран илсе тухмасть.
 
== Уявсем ==
202-мĕш йĕрке:
[[cy:Unol Daleithiau America]]
[[da:USA]]
[[de:Vereinigte Staaten von Amerika]]
[[diq:Dewletê Amerikayê Yewbiyayey]]
[[dsb:Zjadnośone staty Ameriki]]