Тĕмен: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
LaaknorBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.3rc2) (робот хушрĕ: tr:Tümen, Rusya
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Тĕмен''' — [[Тĕмен облаçĕ]]н тĕп хули.
 
== Тавралăхĕ ==
Хула [[Анăç Çĕпĕр]]те, [[Typă (юханшыв)|Турă]] шывĕ çинче вырнаçнă. [[Мускав]]а çитме 2144 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ 235 çм². Кунта Çĕпĕрвитĕр магистралĕн чукун çул çыххи, юханшыв порчĕ, тĕнче аэропорчĕ — «Рощино», вырăнти — «Плеханово» пур.
 
== Климачĕ ==
== Климат ==
Климачĕ континенталлă, пĕрмай хăвăрт улшăнуллă çанталăк. Вăтам температура кăрлачра −17 °С (чи сивви −49 °С). Вăтам температура утăра +18 °С, чи шăрăххи +38 °С.
 
== Истори ==
[[1586]] çулхи [[утă, 29]] Чимги-Тура (Чинги-Тура) карманĕ патĕнче, Фёдор Иванович патша хушнипе Тĕмен сыхлавне никĕсленĕ. Ун çинчен çапла çырнă: <blockquote>«Лета 7093 ([[1586]]) посланы воеводы с Москвы Василие Борисов Сукин, да Иван Мясной, да письменный голова Данило Чулков с тремя сты человек, поставиша град Тюмень июля в 29 день, еже Чимги слых…»</blockquote> Карман валли анлă сăмсаха суйласа илнĕ, анăç енчен — çырмасем, [[Тĕмен (юханшыв)|Тĕмен]] шывĕ, тухăç енче — [[Турă (юханшыв)|Турă]] шывĕ.
Йӗрке 9 ⟶ 12:
Тĕмен [[Вăтам Ази]]рен [[Атăлçи]]не пыракан авалхи караван çулĕ çинче ларать. Вăл çулăн пайне «Тĕмен туртăмĕ» тенĕ, уншăн [[Кăнтăр Çĕпĕр]]ти куçса çӳрекенсем пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕрĕпе кĕрешнĕ. Шыв çулĕсемпе Тĕмен хули Аякри Çурçĕр тата Инçе Тухăç çĕрĕсемпе çыхăнать. Малтан хулара хĕсмет çыннисем пурăнннă: боярсем, стрелецсем, казаксем. Кунтах [[1605]] çулта [[Çĕпĕр]]ти пĕрремĕш Ям слободине никĕсленĕ.
 
[[XVIII ĕмĕр]] пуçламăшĕнче Тĕмен [[Раççей]] Çĕпĕрĕн [[Китай]]па сутă-илӳ тумалли çыхăнăвĕн çыххи пулса тăнă. Хула хăй йышăннă çĕр лаптăкне анлăлатнă. [[Тимĕрçĕ]] ĕçĕ, чансем шăратас, сăран промыçлĕ ĕçĕ хăвăрт аталана тытăннă. [[XIX ĕмĕр]]те хулан аталану ярăмĕ пуçланать. Çак вырăнтан [[материк]] варрине пĕрремĕш çĕруçакансем тухса кайнă, Çĕпĕрти пĕрремĕш пăрахутсем кунтан шыва тухнă, Тĕменре пĕрремĕш православи хăрамĕсемхрамĕсем уçăлнă, чукун çул, шыв пăрăхĕсем хунă, телеграфа ĕçе кĕртнĕ. Паянкунхи Тĕмен — пысăк промыçлă тĕпĕ, тĕпчев, культура тата спорт хули. Юлашки çулсенче хула питĕ хытă улшăнса кайнă. Çĕнĕ микрорайонсем, автомобиль çулĕсем, кĕперсем тунă, урамсене сарлăлатнă.
 
== Каçăсем ==
Йӗрке 19 ⟶ 22:
* [http://www.utmn.ru/ Тĕмен Патшалăх Университечĕ]
* [http://www.tsogu.ru/ Тĕменти нефтьпе газ Патшалăх Университечĕ]
 
{{Тĕмен облаçĕ}}
 
[[Категори:Тĕмен облаçĕ]]