Эжен Делакруа: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.3) (робот кăларса пăрахрĕ: diq:Eugène Delacroix; косметические изменения
29-мĕш йĕрке:
'''Фердинан Виктор Эжен Делакруа''' (1798-1863) — [[Европа|Европăри]] романтизм юхăмĕн ертсе пыракан франци ÿкерÿçи.
 
== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
=== Ачалăх-яшлăх çулĕсем ===
Эжен Делакруа 1798 çулта, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Парижпа юнашар Шарантон Сент-Морис ятлă вырăнта çуралнă. Унăн ашшĕ ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Шарль Делакруа пулса ĕçленĕ, анчах сас-хура тăрăх чăн ашшĕ Шарль Талейран пулнă. Амăшĕ Виктория, паллă сĕтел-пукан ăстин Жан-Франсуа
Обенăн хĕрĕ пулнă. Илем туйăмне арçын ача амăшĕ енчен еткерсе илнĕ. Эженăн куккăшĕ хăй вăхăтри паллă сăнарçĕ Анри−Франсуа Ризенер (1767-1828) пулнă. Căмах май, Эженăн ача çулĕсем хавассăр иртнĕ.
 
Аслă Людовик лицейĕнчи вĕренӳ çулĕсем (1806-1815) ачан cавăнăçлăрах пулнă. Кунта вăл ӳкерес тата сăвăç ăсталăхĕнче пысăк пултаруллăх кăтартнă.
 
Анчах черчен çул ӳсĕмĕнчех ача тăлăха юлать. Çичĕ çулта ашшĕсĕр, вунпиллĕкре амăшĕсĕр пулать. Амăшĕ вилни виçĕ çул иртсен хăйĕн паллă "Кун кĕнекине" пуçлать. Ар çулне çитеччен аппăшĕ, Анриетта де Вернинак патĕнче усравра пурăнать. Аппăшĕ унран нумай аслăрах пулнă, вĕсен хушшинче нумай ăнлану та пулма пултарайман.
 
1815-мĕш çулта вăл Пьер Нарсис Герен (1774-1833) ăста лаççинне хутшăннă. Тепĕр çултан ăна "Илем хăйлавĕсен шкулне" вĕренме илнĕ. Кунта вăл Теодор Жерикопа Ричард Бонингтон çамрăк ӳкерӳçĕсемпе паллашса туслашнă. Вăл гипс кĕлеткисене тишкерсе чăн пурнăçран нумай ӳкерет. Анчах чăн-чăн шкул уншăн Лувр музейĕ пулса тăнă. Шкултан Делакруа вĕренсе пĕтермесĕр, Рим премийĕн конкурсне хутшăнмасăрах тухса каять.
 
1819-мĕш çулта Салонта вăл " Медуза" сулли" ятлă ӳкерчĕке кăтартнă, 1822-мĕш çулта "Дантепе Вергилий", 1824-мĕш çулта " Хиосра хурах пусни", 1827-мĕш çулта " Сарданапал вилĕмĕ", " Аслатирен хăранă лаша" ӳкерет.
 
=== Çурçĕр Африкăри çулçÿревĕ ===
1832-мĕш çулта Делакруа Мароккона çул тытать, çула май Алжира тата Испание çитсе курать. Ăна çулçуревĕ мĕнле вăйпа витĕм кÿрнине хаклама та йывăр.
[[FileӲкерчĕк:Eugène Delacroix - La Mort de Sardanapale.jpg|thumb|right|Сарданапал вилĕмĕ - 1827]]
 
Уншăн çĕнĕ тĕнче уçăлать, куçа илĕртекен юмахри пек çĕр-шывсен пурнăçĕ унăн ÿкерчĕкĕсене çĕнĕ тĕссемпе пуянлатать. Кунта вăл питĕ нумай ÿкернĕ, вĕсен хушшинче: " Алжир хĕрарăмĕсем"(1834), " Лаша çийĕнчи арап", "Кушак", "Лаша пуçĕ" тата ытти те.
51-мĕш йĕрке:
Мароккоран таврăнсан вăл депутатсен Палатин Трон пӳлĕмне сăрăпа ÿкерсе капăрлатать(1833-1837). Ун хыççăнах çĕнĕ хушнă ĕçе пурнăçланă - икĕ Палатăн Библиотекисенче пысăк та чаплă ансамбльсем ӳкернĕ (1838-1847). 1850-1851-мĕш çулcенче вăл Луврти Аполлон галлерейин варринчи плафонне илемлетет — "Пифон çĕленĕн çĕнтерÿçи—Аполлон". Ку ĕçсем ăна чăннипех çӳллĕ те мухтавлă шая хăпартаççĕ. Ӳкерӳçĕ илемлĕ сăмахлăх хайлавĕсемпе тата историпе тĕн темисемпе хавхаланса та чылай ĕçленĕ.
 
Ăсталăх хăйлавĕсен хушшинче — " Дон Жуан карапĕн арканăвĕ", " Кустантина хĕреспе ӳрекенсем ярса илни"(1840), "Ут йĕнерлекен Марокко çынни" (1855), "Гамлет", "Ревеккана Буагильбер вăрлани" (1859), "Иаков пирĕштипе кĕрешни" (1855-1861). Унсăр пуçне Делакруа Марокко асăнăвĕсем тăрăх çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсене хăйлать — " Çапăçакан лашасем", " Тинĕсрен тухакан лашасем"(1860), "Арăслан сунарĕ" (тĕрлĕ вариантcем), "Юланутлă арабсем шыравра" (1861), малтанхи ĕçĕсене тепре хутлать. Анчах та халь унăн сăррисен тĕслĕхĕ тем тери те пуянрах ĕçсемпе
асамлăн мерченленсе куçа савăнтарать.
 
Çапла пулин те классицизм юхăмĕн паллă та хисеплĕ ÿнерçи Доминик Энгрпа (1780-1867) еткерчĕкĕсем унăн ăсталăхне уямасăр хурласа Академине çул паман. Ниме те пăхмасăр Делакруа академиксен шутне кĕме тивĕçет (1857-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕ). Ăна ăнланма пултаракан çыравçăсемпе кĕвĕ ăстисен хушшинче паллă ятсем — Стендаль, Готье, Мериме, Дюма, Гейне, Жорж Санд, Шопен, Мюссе. Чылайрахăшĕнпе вăл юлташлă пулнă, пир çинче сăнарĕсене хăварнă: "Жорж Санд сăнарĕ", "Фредерик Шопенăн сăнарĕ" (1838). Бодлер сăвăç ăна "ӳнерçĕ-сăвăç" тесе палăртнă.
 
=== Юлашки кунĕсем ===
Юлашки çулсенче Делакруа Сент-Сюльпис чиркĕвĕнчи [[Пирĕшти]]сен капеллине сăрăсемпе капăрлатса пĕтерет(1855-1861).
 
Монументлă ӳкерес ăсталăхра Делакруа Чĕрĕлӳпе 17-мĕш ĕмĕрĕн чаплă та мухтавлă ӳнерçисенчен кая юлмасăр пĕр шайра тăрать. Импрессионистсем ăна хăйсен юхăмне пуçăнтаракан тата хал паракан тесе шутланă.
 
Делакруа хăй хыççăн ÿнерçĕ ятне çех хăварман, унсăр пуçне вăл пултаруллă хайлавсене çырса хăварнă. Ку "Илемлĕх çинчен", Томас Лоуренс, Рафаэль, Микельанджело, Пюже, Рубенс, Прюдонпа Гро çинчен çыру-хăйлавсем.
 
Анчах та тахçанхи вăрах чир ăна ураран ÿкернĕ. 1863-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ирхи 7 сехетре Делакруа çут тĕнчерен уйăрăлнă. Хăй ыйтнипе ăна Парижра, Пер-Лашез масарĕнче пытарнă.
 
== Вуламалли ==
* Дневник Делакруа.М.,"Искусство",1950
* Эжен Делакруа.Письма.СП-б.,"Азбука",2001
73-мĕш йĕрке:
{{асăрхавсем}}
 
== Каçăсем ==
{{commons|Category:Eugène Delacroix}}
* [http://delakrua.ru/ Эжен Делакруа пирки сайт]
105-мĕш йĕрке:
[[da:Eugène Delacroix]]
[[de:Eugène Delacroix]]
[[diq:Eugène Delacroix]]
[[el:Ευγένιος Ντελακρουά]]
[[en:Eugène Delacroix]]