Данилов Дмитрий Данилович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
GerAN (Сӳтсе яв | хушни)
GerAN (Сӳтсе яв | хушни)
11-мĕш йĕрке:
 
Искусство çыннисем Дмитрий Данилович Данилов ятне аван пĕлеççĕ. Вăл чăваш наци культурине çĕклекенсен малти ретĕнче тăрать. Паллă литератор: талантлă педагог: пултаруллă ертỹçĕ. Нумай-нумай çын асĕнче ун пирки чи ăшă туйăмĕсем юлнă: Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсемшĕн вăл ашшĕ вырăнĕнче пулнă.
 
Д.Д.Данилов 1902 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1918-1921 çулсенче Канашра педагогика курсĕнче вĕреннĕ. Пĕр çул ялта ачасене вĕрентнĕ те Хусана чăвашсен педтехникумне вĕренме кайса кĕнĕ: 1923-1927 çулсенче Хĕвелтухăç пединститутĕнче литературăпа чĕлхе уйрăмĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Хусанти педтехникумра вырăс чĕлхипе литературине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет?.1930-1934 çулсенче Мускавра Хĕрлĕ профессура институтĕнче литература енĕпе ăс пухать.
 
Дмитрий Данилович искусствăпа çамрăклах кăсăкланнă. Шăхранта "Канаш" вĕреннĕ чухнех вăл литература кружокĕ йĕркеленĕ: алă вĕççĕн тухакан журнал редакторĕ пулнă. Юратнă ĕçне Хусанта та пăрахман: хулари тĕрлĕ çĕрте вĕренекен студентсенчен литература кружокĕ йĕркелет: пулас чăваш писателĕсене пултарулăха аталантарма пулăшать. Д.Данилов 1927 çулхи çулла чăваш писателĕсен Пĕрремĕш съездне çамрăк чăваш çыравçисен Хусанти ушкăнĕн представителĕ пулса хутшăнать. Вăл Хусанти педтехникумра ĕçленĕ çулсенче виçĕ çул хулари чăваш çыравçисен литература организацине ертсе пынă. Çав çулсенелле унăн очеркĕсемпе калавĕсем: критикăлла тата публицистикăлла статйисемпе фельетонĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. Мускавра вĕреннĕ çулсенче “Чăваш литератури”: Чăваш театрĕ” статйисене кĕнекене кĕртнĕ. Писательсем: художниксем: чăваш театрĕ çинчен çырнă статьясем “Сунтал” илемлĕ литература журналĕнче: “Трактор” альманахра: “Канаш”: “Красная Чувашия” хаçатсенче кун çути курнă? Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан вăл “Октябрьти социализмла революци тапхăрĕчченхи илемлĕ чăваш литератури” темăпа диссертаци хỹтĕленĕ. Çав çулсенчех вăл Мускавра В.И.Ленин ячĕллĕ педагогика институтĕнче литература теорийĕпе методологи вĕрентет. 1943 çулта Д.Данилова СССР писателĕсен союзĕн членне илеççĕ.
Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан Д.Данилова Шупашкара “Красная Чувашия” халĕ “Советская Чувашия” хаçатăн яваплă редакторĕнче ĕçлеме яраççĕ. 1936 çулта ăна чăваш писателĕсен союзне ертсе пыма суйлаççĕ. Пĕр вăхăтрах вăл “Илемлĕ литература” журналăн яваплă редакторĕнче ĕçлет: Чăваш педагогика институтĕнче чăваш литературин историне вĕрентет: чĕлхепе литература кафедрин заведующийĕ пулать.