Чапаев Василий Иванович: различия между версиями

== Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Cheboksary Chapaev's Log House Museum.JPG|thumb|left|В. И. Чапаев çуралнă пӳрт.]]
Чапаев [[1887]] çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче ([[нарăс, 9]]) [[Хусан кĕпернийĕ]]н [[Шупашкар уесĕ]]нчи [[Будайка]] ялĕнче (халĕ Будайка [[Шупашкар]] хулине кĕрет), пуянах мар çĕр ĕçтешхресчен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Иван Степанович —[[ирçесем| хăш-пĕр хыпарсем тăрăх, ирçе]] йăхĕнчен, амăшĕ — Екатерина Семёновна — вырăс-[[Чăвашсем|чăвашран]]. Калас пулать, аслашшĕ, Степан Гаврилович, арăмĕ вилсен иккĕмĕш хут авланнă, çапла вара "чăваш Чапаевĕсен" йăхне пуçласа пулнăянă. Василий çемьере улттăмĕш ача пулнă. <ref>Эрзянь Масторонть седейсэ. Имена их бессмертны: Килангонь тешкст, нурька статьят ине эрзятнеде / Нуянь Видяз. — Саранск, 2007.</ref>
 
Тантăшĕсем ăна Ваçă Чапай тесе чĕннĕ.Вăл вăрçăлла выляма юратнă, ачасем ăна яланах командир пулма суйланă. Ваçă икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕрентекенĕ Иван Михайлович Гребенщиков каласа панă тăрăх, вăл тавçăруллă та маттур пулнă. Çемйи питĕ чухăн пурăннă пирки вĕсем пӳрт тăррине те витеймен. Ашшĕ Иван Степаныч каланă:"тимĕрпе витес килмест, шалтăртатать вăл , кĕленчепе витĕп ак",- тесе шӳтленĕ. Каярахпа Чапайсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнă.
Анонимный участник