Никитин Анатолий Никитич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
5-мĕш йĕрке:
 
Спотарти 8 класслă шкултан вěренсе тухсан, пирвай [[Çěрпӳ]]ри культпросветучилищинче, кайран Мускаври культура институтěнче халăх инструменчěсен уйрăмěнче пěлӳ пухнă (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташă коллективěсенче ěçленě. 1971-1980 çулсенче - Чăваш юрăпа ташă ансамблěн баянист-концертмейстěрě, 1980-1982 - [[Чăваш патшалăх филармони]]н "[[Çавал]]" эстрадăпа фольклор ансамблěн музыка ертӳçи. 1982-1987 - Республика культпросветучилищин баянпа аккордеон класěнче вěрентекенě.
39 çула çитсен [[ЙěпхӳĚпхӳ]]ри искусство институтне вěренме кěнě, 3. Г. Исмагилов профессор патěнче [[композици]]пе пěлӳ илнě, 1992 çулта ăна ăнăçлă вěçленě.
[[Пушкăртăстан]]ти Чăваш обществипе культура тěплěхě çумěнче "[[Нарспи]]" фольклорпа этнографи ансамблě тата "[[Нухрат]]" эстрада ушкăнне йěркеленě.
[[Шупашкар]]а таврăнсан 50-мěш вăтам шкул çумěнчи "[[Шевле]]" эстрадăпа фольклор ансамбльне, а также "[[Янташ]]" эстрада ушкăнне ертсе пырать, вěсен юрри-ташисемпе Чăваш Енре тата тулашěнче çынсене савăнтарать.