Катăркас: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: thumb|250px|Катăркас '''Катăркас''' ({{lang-la|Crataégus}}) — роза чечеклĕ йываçсен е тĕмсен…
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

19:00, 27 Нарӑс уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Катăркас (лат. Crataégus) — роза чечеклĕ йываçсен е тĕмсен йăхне-ушкăнне кĕрет. Çамрăк тураттисем унăн лайăх аталаннă йĕпсемпе пуян, çулçисем лаштака сарлака та, çунатлă та пулаççĕ. Çурма зонт е щит евĕрлĕ чечек пуххи шурă, шупка хĕрлĕ е хĕрлĕ тĕслĕ. Çимĕçĕ шар евĕрлĕ, çăмарта е груша евĕрли те пулать. Вăл — хĕрлĕ, хĕрлĕрех сарă, хăмăр е хура тĕслĕ, варри — шăмăллă. Катăркас вăрăран ĕрчет, хăшăн-пĕрин хунав тухать.

Катăркас

Сарăлни

Çурçĕр Америкăпа Евразин вăтам тăрăхĕнче те ӳсет. Çĕр чăмăрĕ çинче 200 тĕрлĕ катăркас ӳсет.

Усă курни

Хăш-пĕр катăркасăн çимĕçне çиеççĕ, питĕ-нăкă вулли пысăках мар япаласем тума каять. Çырлине, чечекне тытнă е вĕсене вĕретнĕ шывра тĕрлĕ йӳçекле хутăшра çын сывлăхшен усăллă тĕрлĕ витамин нумай. Çав экстратпа тата настойпа чĕре тата юн тымар чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

Вуламалли

  • Ăсан Уçăпĕ. Чăваш вăрманĕ. — Шупашкар: Çĕнĕ Вăхăт, 2009. — с. 197-198 — 216 с.

Каçăсем


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.