Лакоба Нестор Аполлонович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
Лакоба Нестор Аполлонович- Лакобасовет патшалăх тата парти ěçченě. Вăл Лыхныра 1893 çулхи çу уйăхěн 5-мěшěнче çуралнă.
1911 çулта Тбилиссинчи духовной семинаринчен революци ěçěсемпе çыхланнăшăн кăларса янă. 1912 çултанпа коммунистсен партинче. Хресчен çемйинче çуралса ӳснě. Парти ěçěсенче Аджаринче, Абхазинче, кайран Çурçěр Кавказра. 1917 çулхи çу уйăхěнче Кавказ краейěн Совечěсен 1-мěш съезчěн делегачě. 1918 çулта грузинсен меньшевиксен правительствине хирěçле пуçланă пăлхавěн ертӳçěсенчен пěри, Сухум ВРК председателěн çумě, партизансен ушкăнне пуçтараканě. 1918 çулěн вěçěнче меньшевиксен правительстви ăна Сухум тěрмине хупнă, 1919 çулхи çуркуннепе Грузирен кăларса янă. 1920 çулта ЦК РКП(б)-ăн Кавказ бюро хушнипе Батумра большевиксен ушкăнне нелегальной ертсе пынă, Кубаньпе Хура тинěс ревкомăн ту çыннисен ěçěсем пирки уполномоченный пулнă. 1921 çулти пуш уйăхěнче Абхази Ревкомěн председателěн çумě, Абхазин наркомвоенморě. С февраля 1922 çулхи нарăс уйăхěнче- Абхази АССРěн СНК председателě, 1930-36 çулсенче Абхази АССРěн ЦИК председателě. Грузи ССР ЦИК членě, ЗСФСР ЦИК , ЦИК СССР членě, Грузии ЦК КП(б) бюро членě. ВКП(б) 13-,15-17-мěш съезчěсен делегачě. Ленин орденěпе тата ытти орденсемпе хисепленě.