Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.5.2) (робот кăларса пăрахрĕ: an, ar, ca, da, eu, fr, he, hr, id, it, ko, no, oc, ro, sl, sr, th, vi улăштарчĕ: bg
369-мĕш йĕрке:
 
4 уйăх хушши пынă тапăнура [[Манштейн Эрих фон|Э. Манштейн]] генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Кăнтăр» тата [[Клейст Эвальд фон|Э. Клейст]] генерал-фельдмаршал ертсе пынă «А» çарĕсен ушкăнĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Совет çарĕсем Сылтăм çыран Украинăна, хĕвел анăç облаçсене тăшманран хăтарса СССРĕн кăнтăр енчи патшалăх чиккине Карпат тăвĕн умĕнче ([[Проскурово-Черновцă операцийĕ|Проскурово-Черновцă операцинче]]) тухнă, пушăн 28-мĕшĕнче, Прут шывĕ урла каçса, Румыние кĕнĕ. Çаплах [[Тăнăвар-Карпат операцийĕ|сылтăм çыранĕн Украинăри тапăнăвĕ]] шутне 1-мĕш Украина фронтĕнчен çурçĕрелле кĕрешнĕ 2-мĕш Беларуç фрончĕн [[Полеç операцийĕ|Полеç операцине]] хушаççĕ.
 
[[File:Battle of Odessa.jpg|thumb|right|250px|Совет танк çарĕсем Одесса çине тапăнса пыраççĕ]]
Тапăнăва [[1-мĕш Украина фрончĕ|1-мĕш]], [[2-мĕш Украина фрончĕ|2-мĕш]], [[3-мĕш Украина фрончĕ|3-мĕш]], [[4-мĕш Украина фрончĕ|4-мĕш]] Украина фрончĕсем, [[2-мĕш Беларуç фрончĕ]], [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи Хура тинĕс флочĕ|Хура тинĕс флочĕпе]] [[Азов вăрçă флотилийĕ|Азов вăрçă флотилин]] карапĕсем тата оккупациленĕ территоринчи чылай партизан хутшăннă. Çак çапăçусемпе фронт 1943 çулхи раштав вĕçĕнчипе танлаштарсан 250—450 çм малалла куçать. Совет çарĕсем 1,1 млн çынна çухатаççĕ, вĕсенчен тавăрусăр — 270 пинрен кăшт ытларах. [http://www.soldat.ru/doc/casualties/book/chapter5_10_1.html]