Зу́бин Ме́та: различия между версиями

1983 байта добавлено ,  10 лет назад
п (r2.7.1) (робот улăштарчĕ: zh:祖宾·梅塔)
 
Мета израиль культуринче паллă вырăн йышăнать. 1991 ç. израиль мусăк культурине чылай ӳсĕм кӳнĕшĕн Метана [[Израиль патшалăх парни]]пе тивĕçтернĕ.
 
Зубин Мета — пысăк та тарăн шухăшлă симфонисене, сăмахран, [[Брукнер Антон|Брукнерăн]], [[Малер Густав|Малерăн]], [[Штраус Рихард|Рихард Штраусăн]] ĕçĕсене халăх умне илсе тухать. Çаплах вăл пĕрмаях тĕрлĕ паллă акцисене хутшăнать. [[1990]] ç. Мета виççĕ тенорĕн — [[Пласидо Доминго]], [[Хосе Каррерас]]а тата [[Лучано Паваротти]] — Римра Тенчери футбол чемпионачĕн финалĕ тĕлнелле ирттернĕ пĕрлехи концертĕнче оркестр дирижёрĕ пулнă. [[1994]] ç. Мета [[Моцарт Вольфганг Амадей|Моцартăн]] Реквиемне Югослави вăрçисенче аркатнă Сараево наци библиотекин ишĕлчĕкĕсем çинче [[Сараево|Сараевăри]] хорпа оркестăра ертсе пынă. [[1999]] ç. Мета Малерăн Иккĕмĕш симфонине [[Бухенвальд]] наци концлагерĕ çумĕнче иртнĕ концертра Израиль филармони тата Бавари патшалăх оркестрсене ертсе пынă; оркестрсем пĕр-пĕрне хирĕçле вырнаçса вылянă. Мета тăваттă хутчен — [[1990]], [[1995]], [[1998]] тата [[2007]] çç. — [[Венăри Çĕнĕ çул концерчĕ| Венăри Çĕнĕ çул концертĕнче]] оркестра ертсе пынă.
 
Метан пултарулăх кун-çулĕнчи паллă пайĕсенчен пĕри — [[Чжан Имоу]] китай режиссёрĕпе пĕрле хатĕрленĕ [[Джакомо Пуччини]]н «Турандот» фильм-опери.
 
== Вуламалли ==