Яковлев Иван Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
34-мĕш йĕрке:
 
== Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем ==
* 1856—1860 çç. — Бурундук удель училищинче пĕлӳ пухнă
* Раштав, 1860 ç. — çу, 1863 ç. — Чĕмпĕр гимназийĕ çумĕнчи çĕр виçев-таксатор класĕнче вĕреннĕ
* Çу, 1864 ç. — раштав, 1866 ç. — удель ведомствинче хĕсметре тăрать
* 1868 ç. авăн, 1(13) — Чĕмпĕрти арçын гимназин V класне вĕренме кĕнĕ
* 1868 ç. юпа, 28 (чӳк, 9) — Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ
* 1870 ç. çĕртме, 25 (утă, 7) — гимназие вĕçленĕ пирки ылтăн медаль
* 1870 ç. çурла, 12 (24) — [[Хусан университечĕ]]н студенчĕ пулса тăрать
* 1871—1873 çç.- чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать
* 1875 ç. çĕртме, 17 (29) — Хусан университетĕнче вĕренсе тухнин пĕлтерӳ хутне тивĕçет
* 1875 ç. çурла, 28 (авăн, 9) — Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ
* 1877 ç. — Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕп шайне куçарни
* 1877 ç. авăн, 26 (юпа, 8) — Е. А. Бобровниковăпа пĕрлешнĕ
* 1878 ç. — тĕп шкул çумĕнче хĕрарăмсен классне уçнă
* 1890 ç. — Чĕмпĕрти тĕп шкула вĕрентӳçĕсен шкулĕ шайне куçарнă
* 1901 г. — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн çумĕнче хĕрарăм педагогĕсен курсне уçнă
* 1917 ç. юпа уйăхĕ — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне вĕрентӳçсен семинарине куçарнă
* 1922 ç. юпа уйăхĕ — ывăлĕ патне [[Петроград]]а пурăнма куçнă
* 1923 ç., çулла — [[Мускав]]а пурăнма куçнă
* 1928 ç. юпа уйăхĕ — Çуралнăранпа 80 çулне тата пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 60 çулне уявланă.
* 1930 ç. юпа, 23 — Мускавра вилĕме кĕтсе илнĕ, [[Ваганьково çăви]]не пытарнă
 
== Раççей империн парнисемпе чинĕсем ==
[[Тс. Станислав орденĕ]] 3 ст. 26.12.1878 г. <br />
[[Тс. Станислав орденĕ]] 2 ст. 27.12.1887 г. <br />
[[Тс. Анна орденĕ]] 3 ст. 15.05.1889 г. <br />
[[Тс. Анна орденĕ]] 2 ст. 26.12.1892 г.<br />
 
== Чĕмпĕр чăваш шкулĕн кун-çулĕ ==
 
== И. Я. Яковлев - çыравçă, тăлмач, кăларавçă ==
Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ.
Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.
 
Чи малтанах И. Я. Яковлев [[Евангели|Евангелие]] чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. [[Библи|Библие]] куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă.
Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: [[Пушкин]]ăн «Полтавине», [[Лермонтов]]ăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, [[Толстой|Толстойăн]] калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.
 
Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.
 
== И. Я. Яковлевăн çемьи ==