Алмуш: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
ZéroBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: hu:Almis ibn Selkej
5-мĕш йĕрке:
Р.Г.Фахрутдинов хăйĕн «Очерки по истории Волжской Булгарии» [[кĕнеке|кĕнекинче]] çапла çырать: «''Имя первого официального правителя Волжской Болгарии, по сообщениям Ибн-Русте и Ибн-Фадлана (позднее по "Худуд ал-аламу" и ал-Бакри), было Алмас''».
 
Малтанласа Алмас та, ашшĕпе пичĕшĕ пекех, авалхи чăваш тĕннипех пурăннă. Çавăнпа вăл чăваш халăх асĕнче ырăпа юлнă. Каярахпа вăл пĕтĕм чăваш-пăлхар йăхĕсене пĕрлештерсе çирĕп патшалăх тăвассишĕн тăрăшать. Ку ĕçе тума ăна пĕр турăллă ĕненӳ (тĕн) кирлĕ пулнă. Чылай шутланă хыççăн Алмас [[ислам]] тĕнне суйласа илет. Мĕншĕнĕ çапла пулмалла: [[арапсем]], пăлхар-чăвашсем пекех, пĕрмаях [[хасарсем]]пе вăрçнă, вара Алмас арапсемпе тусланма тытăнать, вĕнченвĕсенчен пулăшу пулать тесе шутлать. Вăл [[Багдад]] халифĕ Джавар аль-Мухтадир патне Абдаллах ибн-Башту ятлă е тата Хазарин текен çын урлă çыру ярать. Çырăвĕ халиф патне [[921]] çулта çитет. [[922]] çулта Аламас патне [[Багдад]]ран халифăн элчисем килеççĕ. [[Элчĕ]]сене Джавар аль-Мухтадир евнухĕ Сусан ар-Раси ертсе пынă. Кунтах халиф патĕнче хĕсметре тăракан çыруçи [[Ахмед ибн-Фадлан]] (тулли ячĕ Ахмед ибн-Фадлан ибн-аль-Аббас Ибн-Рашид ибн-Хаммад) историк те пулнă. Вăл [[Атăлçи Пăлхар]] çинчен нумай çырнисем хăварнă. Халиф элчисем Пăлхар хулине [[Вăтам Ази]] [[караван]] çулĕпе каяççĕ, [[Нишапур]], [[Мерв]] хулисем урлă тухаççĕ, [[Амударья (юханшыв)|Амударья]] шывне [[Чарджоу]] патĕнче каçаççĕ те [[Бухара]]на çитеççĕ. Унта каннă хыççăн [[Арал тинĕсĕ]]н кăнтăр енĕпе [[окуссем]] патне çитеççĕ. Окуссен патшин — [[Этрек]]ĕн хĕрĕ — Алмасăн арăмĕ пулнă. Çакăнта каннă хыççăн халиф элчисем [[Ейĕк]] шывĕ урлă каçса [[Сăвар]] хулине çитеççĕ, кунтан вара [[Пăлхар]]а инçе мар. Атăлçи Пăлхарта Багдад халифĕн элчисене мĕнле кĕтсе илнине, хăналанине В.Ф.Смолин тĕпчевçĕ [[1921]] çулта Хусанта пичетленсе тухнă "Чăвашсен тĕп аслашшĕсем" кĕнекинче питĕ кăсăкла çырса кăтартать. Кун пирки вырăссен паллă арабисчĕ А.П.Ковалевский "Книга Ахмеда ибн-Фадлана" тĕпчевĕнче çырать.
 
Алмас мăсăльман тĕнне йышăнать те хăйне арабла Джавар ибн-Абдаллах (Джавар, Абдаллах ывăлĕ) тесе чĕнме хушать. Хăйĕн вилнĕ ашшĕн ятне те, Шилкка вырăнне Абдаллах ят хурать.