Элам: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
31-мĕш йĕрке:
 
=== Симашки ăрăвĕ ===
Аван патшалăхĕ арканса кайсан тӳрех Элама [[ур]] патши Шульги çĕнсе илнĕ. Темиçе вунçуллăх хушши çĕршыва шумер чиновникĕсем тытса тăнă. Шу-Суэн ур патши чухне Симашки элам хулинче Гирнамме патша пулни паллă. Гирнамме несĕлĕ— Энпилухан — Уртан уйрăлса Аван тата Сузы хуласене çĕнсе илет. Энпилухана хăйне шумер çарĕ тыткăна илет, Элам çак тĕле пĕтĕмпех шумер айĕнчен тухать. Ур гарнизонĕсене пур çĕртен те хăваласа яраççĕ, шумерсен вара çĕршывран тухса тарма тивет.
 
[[Хутрантемпти]] патша влаçĕн айĕнче эламсем Шывхушши территорине тапăнса Уруна хăйсем Эламра хуçаланнăшăн тавăраççĕ. III Ура ăрăвĕн юлашки патшине — Ибби Суэна — элам çарĕсем пулăшнипе астаулран сирпĕтсе антараççĕ, çакăн хыççăн элам гарнизонĕсене Урара тата Шумерăн урăх пысăк хулисенче вырнаçтараççĕ. Çапах та, вĕсен кунтан темиçе çултан тухса кайма тивет. Идатту I патша вăхăтĕнче Симашкисем хăйсен влаçне пĕтĕм Элама сараççĕ. Элам патшалăхĕ аллă çултан сахал çеç пырать. Кĕçех Симашки патшисем хăйсен мăнаçлăхне çухатаççĕ те, п.эрч. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри тĕлнелле Эламри влаçе çĕнĕ ăру — [[Суккаль-мах ăрăвĕ]] ярса илет.
 
=== Суккăль-мах (Эпарт) ăрăвĕ ===