Элам: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п r2.7.1) (робот улăштарчĕ: fa:تمدن ایلام
28-мĕш йĕрке:
== Элам патшисем ==
=== Аван ăрăвĕ ===
Элам патшалăхĕ пирки пĕрремĕш хыпарсене п. эрч. XXVII ĕмĕрĕн вĕçĕ — XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕ телнелле, Аван ăрăвĕн патшисен тапхăрĕнче, палăртаççĕ. П.эрч. 2500 ç. тĕлн. [[шумерсем|шумер]] [[Киш]] хулине тытса тăракансем элам пăхăнăвĕнчен тухса ӳкеççĕ. Çак вăхăтра Аванра çĕнĕ ăру пуç пулса тăрать, никĕслевçи Пели, пулнă темелле. Тепĕр енчен, çак тапхăрти истори пулăмĕсене тĕплĕн пĕлмеççĕ. П. эрч. 2300 ç. тĕлн. Элама [[Аккад|Аккад патшалăхĕ]] ярса илет, анчах та аккадсем çĕр-шыва хăйĕн влаçĕнче тытса тăма пултарайман те темиçе çуллăха ăна ирĕке янă. Çĕнĕ аккад патши [[Римуш]] Элам çĕрне çĕнтерсе пĕтĕмпех тустарать.
 
=== Симашки ăрăвĕ ===
Аван патшалăхĕ арканса кайсан тӳрех Элама [[ур]] патши Шульги çĕнсе илнĕ. Темиçе вунçуллăх хушши çĕршыва шумер чиновникĕсем тытса тăнă. Шу-Суэн ур патши чухне Симашки элам хулинче Гирнамме патша пулни паллă. Гирнамме несĕлĕ— Энпилухан — Уртан уйрăлса Аван тата Сузы хуласене çĕнсе илет. Энпилухана хăйне шумер çарĕ тыткăна илет, Элам çак тĕле пĕтĕмпех шумер айĕнчен тухать. Ур гарнизонĕсене пур çĕртен те хăваласа яраççĕ, шумерсен вара çĕршывран тухса тарма тивет.