Антиохий: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
2-мĕш йĕрке:
[[File:Tyche Antioch Vatican Inv2672.jpg|thumb|right|Антиохи хулин [[тюхе|тюхи]] ([[Фортуна|фортуни]]). I ĕмĕрти грекрен ӳкерсе илнĕ роман копийĕ. [[Канделябрсен галерейи]], [[Ватикан]]. Турăн çӳл енчен – хула карманĕн хӳмисем, урисем патĕнче Оронт юханшыва палăртакан каччă шывра ишет]]
[[File:Antiochmap2.PNG|left|129px|]]
 
Авалхи '''Антиохи́''' ([[Антиох]] ятĕнчен) ячĕллĕ 16 хуларан чи палли '''Антиохи́-Оро́нт-çинчи''', ('''Антиохи-Дафна-çинчи, Аслă Антиохи'''; {{lang-grc|Ἀντιόχεια ἡ ἐπὶ Ὀρόντου, Ἀντιόχεια ἡ ἐπὶ Δάφνῃ, Ἀντιόχεια ἡ Μεγάλη}}) авалхи [[Сири]] (хальхи [[Турци]] территоринчи хальхи [[Антакья]]). «Антиохи» сăмах тĕрĕслемесĕрех çак хулана палăртать.
 
Антиохи [[Селевксен патшалăхĕ]]н тĕп хули шутланнă. Ăна [[Селевк I Никатор]] [[Оронт (юханшыв)|Оронт]] сулахай çыранĕнче (халĕ вăл Аси ятлă) [[пирĕн эрăччен 300|п.эрч.]], [[Диадохи|диадох вăрçисен]] тапхăрĕнче, [[Ипса патĕнчи çапăçу]] хыççăн никĕсленĕ.
 
Хула 4 кварталран тытăнса тăрать, кашнине уйрăм хӳмеленĕ, вĕсене пĕрле тата çӳллĕрех те хӳтĕлевлĕрех хӳме карнă. Караван çулĕсем каçисенче вырнаçнă Антиохи Тухăçпа Анăç хушшинчи суту-илĕве пăхса тăнă. Аталаннă çулсенче хулара 500 пин çын пурăннă.
 
Каярах Антиохи кĕске вăхăта [[Эрмени]] шутне кĕрет, кайран ([[пирĕн эрăччен 64]]) [[Авалхи Рим|романсен]] [[Сирия (роман провинцийĕ)|Сири]] провинцинчи тарăмĕн резиденцийĕ пулнă. Антиохи [[Роман империйĕ|Роман империн]] пысăккăшĕпе виççĕмĕш, [[Рим]]па [[Александри (Икĕпат)|Александри]] хулисем хыççăн, хула шутланнă. Селевк керменĕнче [[Гней Помпей]] тата кунта [[Олимп вăййисем]] ирттернĕ [[Коммод]] пурăннă.
[[File:AntiochRamparts.jpg|thumb|left|Антиохи хӳмисем хĕрес хӳтĕлевçисен тапхăрĕнче]]
 
Çĕнĕ Халалпа килĕшӳллĕ, Христос йăлине пăхăнакансем хăйсенене [[христианлăх|христиансем]] теме Антиохире ({{Библи|Деян|11:26}}) тытăннă. Каярах Антиохие христиансен турă сăмахĕн сăпки тенĕ, кунта [[Антиохи турă сăмахĕн шкулĕ]] ĕçленĕ. Кунта [[Иоанн Ылтăн чĕлхе]] çуралнă, вĕрентӳ ĕçĕсене туса пынă. Антиохире авалхи [[автокефаль чиркĕвĕ]]сенчен пĕри — [[Антиохи православи чиркĕвĕ|Антиохи чиркĕвĕ]] (хула мăнаçлăхĕ ӳкĕнме пуçласан патриархатăн центрне [[Дамаск]]а куçарнă) вырнаçнă пулнă.
Авалхи чиркӳ çыравçисен упранса юлнă хăшпĕр чăнлавсенче (Евсевий Кесар., Иероним, Феофилакт, Евфимий Зигабен тата ур.) çырнипе Евангели хайлавçи Лука Антиохире çуралнă.
 
VI—VII ĕмĕрсенче [[Висанти]] йышĕнче. Çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн питĕ ишĕлнĕ хулана VI ĕмĕрте [[иран]] шахĕ [[Хосров I Ануширван]] ярса илет те аркатать. [[Юстиниан I]] астулра чухне Антиохие юсаççĕ.
 
[[Роман IV Диоген]] император [[Манцикерт патĕнчи çапăçу (1071)|висанти çарĕ Манцикерт патĕнче çапăçăва выляса ярсан]] [[1071]] çулта хăй ирĕкре юлас тесе [[сельджук-турккăсем|сельджук-турккăсене]] Антиохие парать. Çапах та хулана вĕсем пĕтĕмпех [[1084]] çулта кăна çĕнсе илеççĕ.
 
Чылай хушă хупăрласа тăнă хыççăн хĕрес хӳтĕлевçисем Антиохие [[1098]] çулта каялла тавăраççĕ; анчах та хулана Висантие памаççĕ, хăйсен [[1268]] çулчен тытăнса тăнă патшалăхне — [[Антиохи кнеçлĕхĕ]] — йĕркелеççĕ. Ăна аркатнă хыççăн хула хăйĕн сĕмне çухатать.
 
Хальхи вăхăтра Антиохи [[Антакья]] хули, [[Турци|турккăсен]] [[Хатай]] вилайечĕн центрĕ ([[1516]] çултанпа).
 
== Çавăн пекех пăхăр ==