Термен Лев Сергеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Викификация
2-мĕш йĕрке:
'''Лев Сергеевич Термен''' — вырăс инженерĕ, кăсăкла кĕвĕ инструментне — [[терменвокс]]а ([[1920]]) — шутласа тăваканĕ. Лев Сергеевич [[1896]] çулхи [[çурла, 28]] кунĕнче, [[Санкт-Петербург]]ра çуралнă, [[1993]] çулхи [[чӳк, 3|чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче]] [[Мускав]]ра çĕре кĕнĕ.
 
== КунçулĕКун-çулĕ ==
Лев Термен нимĕç тата франци (францилле ăрат хушаматне Theremin тесе палăртнă) тымарĕллĕ дворян православи çемьинче çуралнă. Амăшĕ — Евгения Антоновна тата ашшĕ — паллă юрист Сергей Эмильевич. Лева пĕлӳ пама укçа шеллемен. Пуласлăхра çак ăна питĕ пулăшнă.
 
=== Карьера пуçламăшĕ ===
 
[[1927]] — [[1938]] çулсенче Термен [[АПШ]]-ра совет разведкин [[резидент|резиденчĕ]] пулса официаллă сутă-илӳ енĕпе ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Синг-Синг тата Алькатрас тĕрмисем валли вăл сигнализациленĕ хӳтĕлев туса панă. Каярахпа Термена Мускава чĕнсе илнĕ те репрессиленĕ: 10 çул хушши вăл [[Туполев Андрей Николаевич|Туполев]] конструктор бюровĕнче [[шарашка|шарашкăра]] ĕçленĕ. Чаплă конструкторпа Лев Сергеевич [[Гулаг]]ра тĕлпулнă — Термен ун чухне Туполевăн бригадирĕ пулнă.
 
[[Нью-Йорк]]ра пурăннă чух [[Альберт Эйнштейн]]па паллă пулнă. Паллă физик Термен патне хваттере кĕнĕ пулнă. Термен каласа кăтартнă тăрăх, Эйнштейн пĕрмаях [[сĕрме купăс]]па аппаланатчĕ тет, вара йăлăхтарса çитерчĕ те кăларса ямалла пулчĕ тет.
 
Революци тапхăрĕсенче [[Ленин Владимир Ильич|Ленинпа]] туслă пулнă (Лев Сергеевич асăннă май, большевиксем хаваслăрах пурăннă, çавăнпа вĕсем патне кайнă пулнă. Вăл политикăна хутшăнман, техникăпа тăрмашма юратнă), анчах та партине кĕмен. Владимир Ильича вăл кĕрепех тесе шантарнă, вара [[1991]] çулта тин панă сăмаха пурнăçлама тӳр килнĕ. Çав çулах ĕнтĕ КПСС та, [[СССР]] та арканса кайнă.
 
=== Американ тапхăрĕ ===
1928 ç. Термен, совет гражданинĕ, АПШ-на пурăнма куçать. АПШ-на çитсенех вăл [[терменвокс]]па хăйĕн сыхлав сигнализацин системине патентлать те çак хатĕрсене туса кăларма правине RCA ([[Radio Corporation of America]]) компанине сутса ярать.
 
Совет вăрçă разведкин пуçлăхĕ [[Берзин Ян Карлович|Ян Берзин]] хушнипе ĕçлесе илнĕ укçасемпе Термен «Teletouch» компание йĕркелет те Çĕнĕ Йоркра 99 çуллăха улттă этажлă çурта мусăк-ташă студи валли арендăна илет. Çакă вара АПШ-ра СССР сутă-илӳ элчĕлĕхĕсене уçма май парать, вĕсен «хӳттипе» совет разведчикĕсем ĕçлеме пултараççĕ.
 
[[1931]] — [[1938]] çç. Термен Teletouch Inc. директорĕ пулса тăрăшать. Ун чухнех вăл [[Синг-Синг]] тата [[Алькатрас]] тĕрмисене валли сыхлав сигнализацине туса парать.
 
Кĕçех Лев Термен [[Çĕнĕ Йорк]]ра питĕ паллă çын пулса тăрать. Унăн студине [[Джордж Гершвин]], [[Равель Морис|Морис Равель]], [[Яша Хейфец]], [[Иегуди Менухин]], [[Чарли Чаплин]], [[Альберт Эйнштейн]] пырса кураççĕ.
 
Çаплах вăл [[Рокфеллер Джон Дэвисон|Джон Рокфеллер]] финансă магначĕпе, [[АПШ]] пулас [[президент|президенчĕпе]] [[Эйзенхауэр Дуайт Дэвид|Дуайт Эйзенхауэрпа]] паллашать.
 
Чи паха оркестрсемпе Лев Термен Америкăпа Европăра концертсемпе çӳрет. Терменвокс тумалли ĕçсем тĕрлĕ çĕр-шывран пуçтарăнаççĕ.
 
Талантлă балерина тата АПШ-ра паллă хӳхĕм хура ӳтлĕ Лавиния Вильямс хĕрарăм, Термен аппарачĕ умĕнче ташăсене кăтартать. Вăл унăн арăмĕ пулать (пĕрремĕш арăмĕпе Лев уйрăлать).
 
=== Репрессисемпе парнесем ===
[[1938]] çулта Термена Мускава чĕнсе илеççĕ.
 
=== Юлашки çулĕсем ===
Лев Сергеевич пенсине тухсан та, ĕçе пăрахман — МПУ-ĕн физика факультетĕнче инженер вырăнĕнче ĕçленĕ.