Дербент: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Asampi (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

17:40, 16 Чӳк уйӑхӗн 2006 вӑхӑтри верси

Дербент — Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Раççейри хула. Дагестан Республикине кĕрет.

1897 çулта 14,6 пин, 1939 çулта 34,1 пин, 1959 çулта 47,3 пин, 1971 çулта 59 пин çын пурăннă. Халĕ, 2006 çулта, кунта 106,2 пин çн пурăнать.

Хула 5 ĕмĕрте ку вырăнта хăпартса лартнă хÿтлĕхрен тухăç енелле аталаннă. 7-9 ĕмĕрсенче хула Арабсен халифатне кĕнĕ, 10 ĕмĕрте — феодаллă княжествăн центăрĕ пулнă. 13 ĕмĕрте ăна монголсем çĕнсе илнĕ хыççăн вăл арканса кайнă. 16-18 ĕмĕрĕн пуçламăшĕ вăхăтĕнче вăл Иран шутне кĕнĕ, 1722 çулта хулана Раççей шутне кĕртнĕ. Раççей шутĕнче 1935 çулчен пулнă, кайран вара, Киндяж килĕшĕвĕ тăрăх каллех Ирана куçнă. 1747 çулта Дербент хансти йĕркеленнĕ, унăн центрĕ Дербентра вырнаçнă пулнă. 1796 çулта ханствăна Раççей çарĕсем тытса илнĕ. 1813 çулхи Гюлистан мирлĕ килĕшĕвĕ тăрăх яланлăхах Раççей шутне кĕртнĕ.

Дербент çыннисем сад-пахча ĕçĕпе, виноград ÿстерессипе, пулă тытассипе пурăннă.

1917 çулхи декабрь уйăхĕнче хулара совет влаçне йĕркеленĕ. 1918 çулхи июль уйăхĕпе 1920 çулхи март уйăхĕ таран буржуази националисчĕсен аллинче пулнă. 1920 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар хулана ирĕке кăларнă.

Дербентра шлифовка тăвакан станокĕсен завочĕ, çăм арлакан фабрика, консерва, коньяк тата аш комбиначĕсем, эрех тата сĕт завочĕсем, çĕвĕ тата ковёр тĕртекен фабрикăсем, çурт хăпартакан комбинат, кирпĕч тата стена блокĕсен завочĕсем пур.

Хулара садсемпе виноград пахчисем нумай.

Каçхи майпа вĕрентекен станок тăвакансен тата ял хуçалăх текхникумĕсем, педагогика тата медицина училищисем, ковёр тĕртме вĕрентекен шкул пур. Хулара Лезгински театрĕ тата краеведени музейĕ пур.

Археологи тĕлĕшĕнчен кунта сыхланса юлнă: Джума-мечеть комплексĕ (8-14 ĕмĕрсем) тата медресе (15-19 ĕмĕрсем), Минарет-мечеть (14-19 ĕмĕрсем), Кырхляр-мечеть (17 ĕмĕр), сводчато-куполлă мунчасем (17-18 ĕмĕрсем), хан мавзолейĕ (18 ĕмĕр); цитадельте - хан керменĕн ишĕлчĕкĕсем (18 ĕмĕр), гауптвахта (19 ĕмĕр, ампир).