Дагестан Çутисем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Asampi (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

17:14, 16 Чӳк уйӑхӗн 2006 вӑхӑтри верси

Дагестан Çутисем — Дагестан Республикине кĕрекен Раççейри хула. Малтан хула евĕрлĕ посёлок пулнă, 1990 çулта вара хула шайне кĕртнĕ. Дербент хулинчен 12 çухрăмра çурçĕр-анăç енелле Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă. Махачкаларан 118 çухрăмра ларать.

1970 çулта 10 пин çын пурăннă. 2006 çулта хула йышĕ 25,9 пинпе танлашнă.

Хулара кантăк тăвакан тата кирпĕч кăларакан заводсем пур. Çавăн пекех ковёрсем тĕртеççĕ. Унсăр пуçсăр тата виноград совхозĕ пур, ун çумĕнче эрех завочĕ вырнаçнă.