Альманах: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Альмана́х''' ({{lang-ar|ألمناخ}} — астрономи календарĕ) — сериллĕ кăларăмĕн тĕсĕ, епле те пулин палăртупа (тема, жанр, пултару ĕмĕче т. ыт.) пĕрлештернĕ илемлĕ литература е/тата халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пухăмĕ.
 
[[Журнал]]па танлаштарсан, çул хушшинче пĕрре тухакан, яланхилле литература çĕнĕ ĕçĕсене, ăслăлăх çитĕнĕвĕсене, саккунлăх улшăнăвĕсене т. ыт. пĕлтеркен, хыпар календарĕ евĕр пулса пыракан пĕрмаях мар тухакан пухăм. ГОСТ 7.60-2003 килĕшӳллĕ, альманах — илемлĕ литература е (тата) халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пĕр кăтартăвĕпе пĕрлештернĕ пухăмĕ.
 
== Кун-çулĕ ==
[[File:Poor Richard Almanack 1739.jpg|thumb| [[1739]] çулхи альманах.]]
Малтан астрономи календарĕсемпе тапăлĕсем (алçыравĕсем [[XIV ĕмĕрк]]те тата пичетлисем [[XV ĕмер]]ĕн вĕçĕнче) пулнă. Каярах астрологи кăтартăвĕсене, тĕрлĕ асăрхавсене кĕртнĕ. [[Авалхи Рим|Авалхи романсен]] альманахĕсенче вĕсен тĕн уявĕсен кунĕсем кĕртнĕ<ref name="li" />. [[Авалхи Икĕпат|Икепатсен]] альманахĕсем планетăсен куçăмне кăтартакан чул тапăлĕсем пулнă<ref name="li" />. [[Норвеги]]пе [[Дани]]ре аваллăхра [[йывăç]]ран е [[пăхăр]] ăсталанă альманах-пластинкăсем çӳренĕ, вĕсем çине паллă кунсене касса палăртнă.<ref name="li" />
 
[[Европа|Европăра]] пĕрремĕш пичетленĕ альманах [[1457]] çулта [[Вена|Венăра]] тухать. Астрономи тата çанталăк пулăмĕсен символĕсемпе çырнă, çавăнпа унпа хут пĕлменнисем усă курнă.<ref name="li">''Tong Sing. The Chinese Dook of Wisbom (Kyle Cathie Ltd,1999, 2002)ISBN 5-17-022693-4 (ООО Издательство АСТ) ,ISBN 5-271-09489-8 (ООО Издательство Астрель),ISBN 1-85626-348-7(англ.)''</ref> Уйăх тулли тата планетăсен куçăмне, çаплах вут-кăвар, типĕ тата выçлăх пуласса малтанах пĕлтернĕ.<ref name="li" />
Тĕслĕхрен, франци «Almanache royal» альманахĕнче ([[1679]] çултанпа [[Парис]]ра тухнă) кермен уявĕсемпе ярмăрккисем пирки пĕлтернĕ. [[1699]] çултанпа унта франци патши килĕн генеологи хыпарĕсене, дворянсемпе чиркӳ ĕçченĕсен ят-йышне кăтартнă. Çакăн пек альманахсем урăх çĕр-шывсенче те тухаççĕ.
 
Хăшпĕррисене çаплах месексене, сăвăсене, кĕске калавсене кĕртнĕ. Пичет календарĕсем аталаннă май [[XVIII ĕмĕр]]те альманахсем тĕрлĕ евĕрлĕ, тапхăрпа тухакан кĕнеке кăларăмĕ тĕслĕ пулса каяççĕ. Генеалоги, хуçалăх, дипломати, литература альманахĕсем пулса тухаççĕ.
<br clear="both" />
 
== Литература альманахĕсем ==
Вăхăт иртнĕçем альманахсен ăшлăхĕ пахаланса пырать, халĕ вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ усăллă кăсăклă [[информаци]]ллĕ пухăм пулать. [[Энциклопеди]] евĕр альманаха хăш чухне [[султалăк кĕнеки]] теççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кашни çул кăлараççĕ, вĕсенчи календарь хыпарĕсене çĕнетсе тăраççĕ.<ref name="li" />
 
Çакăн пеккисен чи паллă тата кирлĕ хыпар кĕнеки евĕрри [[Мур Чарлз|Чарльз Мур]] çемьинчен тухнă Фрэнсис Мур &nbsp;[[1700]] çулта кăларнă «Ватă Мур альманахĕ», «Vox Stellarum» (çалтăр сасси) пулнă.<ref name="li" />
 
Уйрăмах, малтан [[Хĕвел анăç Европа|Хĕвел анăç Европăра]], кайран мĕнпур тĕнчере, — илемлĕ литература альманахĕсем анлă саралаççĕ.
 
Пĕрремĕш литература альманахĕсем Францире [[XVIII ĕмĕр]]ĕн варринче («L’almanach des muses», [[Парис]], [[1746]]—[[1833]]) тухма тытăнаççĕ. Кайранрах «Almanach de la littérature, du théâtre et des beaux-arts» ([[1853]]—[[1869]]), «Almanach parisien» ([[1862]]—[[1870]]) кун çути кураççĕ. [[Германи]]ре пĕрремĕш литература альманахĕ «Musenalmanach» шутланать, вăл малтан [[Гёттинген]]ра [[1770]]—[[1807]] çулсенче, кайранрах «Musen-Almanach» — çулсенче тухнă, унта [[Шиллер Фридрих|Ф. Шиллерăн]] сăввисене пичетленĕ ([[1796]]—[[1800]]).
 
[[File:Денница.jpg|thumb|Альманах «Денница» [[1900]] ç.]]
[[Раççей]]ре альманахсем [[XVIII ĕмĕр]]ĕн вĕçĕнче . [[1796]] çулта [[Карамзин Николай Михайлович|Н. М. Карамзин]] хĕвел анăç альманахĕсем пек [["Аониды" алманахĕ|«Аониды»]] кăларать, çав вара пĕрремĕш вырăс литература альманахĕ шутланать. 1820-мĕшсен вĕçĕнче — 1830-мĕшсен пуçламăшĕнче Раççейре çулсерен çирĕме яхăн альманах çутта тухнă. [[Пушкин Александр Сергеевич|А.&nbsp;С.&nbsp;Пушкин]] [[1827]] çулта çапла асăннă: «Альманахсем пирĕн сăмахлăхăн элчисем пулса тăчĕç. Вăхăт иртсен вĕсем тăрăх утăмсемпе çитĕнӳсем пирки тишкерĕç». Кайранрах [[Белинский Виссарион Григорьевич|В.&nbsp;Г.&nbsp;Белинский]] çак вăхăта «альманах тапхăрĕ» тенĕ, «вырăс литератури ытларах енĕпе альманахлă пулнă».
 
Вырăс литератури аталанăвĕнче сумлă йĕр хăварнă альманахсем йышĕнче чи паллисем — «[[Полярная звезда (декабристсен альманахĕ)|Полярная звезда]]» ([[1823]]—[[1825]]; 3 кĕнеке), ăна [[Бестужев Александр Александрович|А. А. Бестужевпа]] [[Рылеев Кондратий Фёдорович|К. Ф. Рылеев]] кăларнă; [[Булгарин Фаддей Венедиктович|Ф. В. Булгарин]], [[Грибоедов Александр Сергеевич|А. С. Грибоедов]], [[Жуковский Василий Андреевич|В. А. Жуковский]], [[Крылов Иван Андреевич|И. А. Крылов]], [[Пушкин Александр Сергеевич|А. С. Пушкин]], [[Баратынский Евгений Абрамович|Е. А. Баратынский]], [[Вяземский Пётр Андреевич|П. А. Вяземский]], [[Кюхельбекер Вильгельм Карлович|В. К. Кюхельбекер]], [[Глинка Фёдор Николаевич|Ф. Н. Глинк]] тата ур. пулăшнă; «[[Мнемозина (альманах)|Мнемозина]]» ([[1824]]—[[1825]], 4 кĕнеке), ăна [[Одоевский Владимир Фёдорович|В. Ф. Одоевский]] тата [[Кюхельбекер Вильгельм Карлович|В. К. Кюхельбекер]] кăларнă, çак ĕçе А. С. Пушкин, А. С. Грибоедов, Е. А. Баратынский хутшăннă; «[[Северные цветы (Дельвиг альманахĕ)|Северные цветы]]» ([[1824]]—[[1831]]) [[Дельвиг Антон Антонович|А. А. Дельвигпа]] [[Сомов Орест Михайлович|О. М. Сомов]].
 
Çав ятпах символистсен «Северные цветы» альманахĕ [[1901]]—[[1904]] тата [[1911]] çулсенче (пиллĕк кăларăм) тухнă.
 
Аслă Британире &nbsp;[[1928]] çулта çутта «Британ альманахĕ» тухать. Авалхи ятпах юлнă «Whitaker's Almanack» паллăха çĕнсе илет. Чылай альманахăн ятарлă тĕлли пур, сăмахран Wisden Cricketer's Almanack. Тинĕс альманахĕсене моряксем валли пичетлеççĕ, вĕсенче навигацире усă курмалли хыпарсене пĕлтереççĕ.<ref name="li" />
 
== Альманах тĕсехĕсем ==