Открыть главное меню

Изменения

Нет изменений в размере, 8 лет назад
Нет описания правки
[[Пирĕн эрăччен 744]] çулта ассири патши [[Тиглатпаласар III]] (пирĕн эрăччен [[пирĕн эрăччен 745|745]] — [[пирĕн эрăччен 727|727]]) [[Вавилони]] тапăнса Сиппартан пуçласа Перс кӳлмекĕн шурлахĕсене çити территоринчи халдей йăхĕсене парăнтарнă та «Шумерпа Аккад патши» титула илнĕ. Вавилони вара Ассири влаçне йышăнать. Мăчаварсем, патшалăх ĕçченĕсем тата вавилон хулисен купсисем майĕпен ассири хуçаланăвне çирĕплетеççĕ, патшалăха ирĕклĕхе кăларас ĕç-пуçа халдейсемпе хулари хура халăх тытса пырать<ref>[http://bibliotekar.ru/polk-17/17.htm ИСТОРИЯ ДРЕВНЕГО ВОСТОКА]</ref>. [[Пирĕн эрăчченн 732]] çулта вавилон ăрăвĕн тапхăрĕ вĕçленсен Ассири, халдейсем тата Элам вавилон астулĕшĕн тапăçма тытăнаççĕ. Бит-Амуккани кнеçĕ [[Укин-Цир]] [[Вавилон]] туртса илет те виçĕ çул патшара ларать — ун чухне ассири патши [[Тиглатпалассар III]] [[арамейсем|арамейсен]] тĕп хулине [[Дамаск]]а хупăрласа тăна пулнă.
 
Арамейсемпе ĕçе вĕçлесен, ассири патши [[Набуушабши]] халдейне хирĕç тухать те Бит-Шилини кнеçе хăйĕн [[Саррабану]] хулин хӳми патĕнче айăпласа вĕлерет, [[Закиру]] Бит-Шаалльскине хăйĕн çыннисемпе пĕрле тыткăна илсе каять, юлашкинчен, [[Укин-Цир]], [[Сапея|Сапей]] карманне тăшман ăнăçлă хупăрласа тăнă хыççăн, пăрахса хăварать.
 
=== Çĕнĕ ПайпăлВавилон патшалăхĕ ===
Пирĕн эрăччен [[Пирĕн эрăччен 626|625]] çулта Вавилон астулĕнче çĕнĕ вавилон халдей ăрăвне пуçараканĕ [[Набопалассар]] пулнă. Набопаласар [[Урук]]а ткртса илет ([[пирĕн эрăччен 616]]), кайран мидисен пулăшăвĕпе Ассирин авалхи тĕп хулине [[Ашшур]]а ([[пирĕн эрăччен 614]]) ярса илет. Пирĕн эрăччен 612 ç. Набопаласар, скифсемпе мидисемпе пĕрле, Ассирин тĕп хулине [[Ниневия|Ниневие]] илет<ref>[http://www.odinblago.ru/istoriya/deopik/21/ Çĕнĕ Вавилон патшалăхĕ (Х.Ç. 626-539 çç.)]</ref>.
 
== Мăчаварсем - халдейсем? ==
 
== Христос тĕнĕпе пурнан халдейсем ==
Хальхи саманара халдейсем е сиро-халдейсем ([[ассирисем]]) тесе [[Месопотами|месопотам]] тата [[Перси|перс]] [[христиансем|христианĕсене]] те, [[православи]]е куçнă, çаплах уйрăмах [[Рим]]па [[Чиркӳ унисем|уние]] кĕнĕ [[несториансем|несториансене]] те палăртаççĕ.
 
== Вуламалли ==