Халдейсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: {{distinguish|Халди (халăх)}} {{Авалхи Шывхушши}} '''Халдейсем ''' (вавилон ''Kaldu'', евр. כשדים-''Касдим'' , {{lang-el|Χαλδα...
 
6-мĕш йĕрке:
 
== Кун-çулĕ ==
Пĕрремĕш халдейсене пирĕн эрăччен 878 ç. [[Ашшур-нацир-апал II|Ашшурнацирапал II]] ассири патшин анналĕсенче асăнни пур. [[Перс кӳлмекĕ]] таврашĕнче, [[Тигр (юханшыв)|Тигрпа]] [[Евфрат]]ăн анат юхăмĕн тăрăхĕнчи кӳлĕ-шурлăх районĕнче вĕсен 6 паллă йăхĕ (''бит'')пурăннă. Пирĕн эрăччен IX ĕмĕрте халдейсем Вавилонин кăнтăр пайĕнче çирĕпленсе, çав хушăрах авалхи вавилон культурине, тĕн йăлине йышăнса майĕпен çурçĕрелле куçса пынă. Халдей йăхĕсем пурĕ те юркăн пурнăç йăлине тытса пынă, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ ({{Библи|Иов|1:17}}), пулă тытнă, çĕр ĕçĕпе тертленнĕ. Йăхсене çулпуçсем ертсе пынă, кун пирки [[савăл çырулăхĕ]]н çăлкуçĕсенчен пĕлме пулать: ''Бит-Якин'' (Элампа юнашар йăхĕ), ''Бит-Дакури'' (чи пысăк йăх), ''Бит-Амукани'', ''Бит-Адини'', ''Бит-Шилини'' тата ''Бит-Ша'алли''<ref>[http://www.history.vuzlib.net/book_o014_page_19.html Очерк истории. Вавилона]</ref>, вĕсем пĕр-пĕрне те, Кăнтăр Вавилоние — ăна [[касситсем]] ''Кардуниаш'' («Карду патшалăхĕ», халдейсем тепĕр сăмахпа), [[ассирисем]] — Kaldu патшалăхĕ тенĕ — ярса илесшĕн тăрăшнă ассирисине те пăхăнман.
Пĕрремĕше халдейсене пирĕн эрăччен 878 ç. [[Ашшур-нацир-апал II|Ашшурнацирапал II]] ассири патшин анналĕсенче асăнни пур.
 
Ассири патши [[Салманасар III]] [[пирĕн эрăччен 851|п.эрăччен 851]] çулта Бит-Дакури, Бит-Амукани тата Бит-Якин халдей кнеçĕсене парăм тӳллеттерме хĕстернĕ. [[Шамши-Адад V]] тата [[Адад-нирари III]] Ассири патшисем пирĕн эрăччен 803, 796 тата 785 çулсенче вĕсемпе вăрçса Тинĕсçумри мĕнпур халдей кнеçĕсене парăм тӳлеме явап хурать.
 
[[Пирĕн эрăччен 744]] çулта ассири патши [[Тиглатпаласар III]] (пирĕн эрăччен [[пирĕн эрăччен 745|745]] — [[пирĕн эрăччен 727|727]]) [[Вавилони]] тапăнса Сиппартан пуçласа Перс кӳлмекĕн шурлахĕсене çити территоринчи халдей йăхĕсене парăнтарнă та «Шумерпа Аккад патши» титула илнĕ. Вавилони вара Ассири влаçне йышăнать. Мăчаварсем, патшалăх ĕçченĕсем тата вавилон хулисен купсисем майĕпен ассири хуçаланăвне çирĕплетеççĕ, патшалăха ирĕклĕхе кăларас ĕç-пуçа халдейсемпе хулари хура халăх тытса пырать<ref>[http://bibliotekar.ru/polk-17/17.htm ИСТОРИЯ ДРЕВНЕГО ВОСТОКА]</ref>. [[Пирĕн эрăчченн 732]] çулта вавилон ăрăвĕн тапхăрĕ вĕçленсен Ассири, халдейсем тата Элам вавилон астулĕшĕн тапăçма тытăнаççĕ. Бит-Амуккани кнеçĕ [[Укин-Цир]] [[Вавилон]] туртса илет те виçĕ çул патшара ларать — ун чухне ассири патши [[Тиглатпалассар III]] [[арамейсем|арамейсен]] тĕп хулине [[Дамаск]]а хупăрласа тăна пулнă.
 
 
=== Çĕнĕ Пайпăл патшалăхĕ ===