Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕ (1983): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
21-мĕш йĕрке:
== Инкек пирки тĕплĕнрех ==
[[Ӳкерчĕк:KAL 007 Post-Takeoff Flight Path.png|left|thumb|Вĕçсе хăпарнă хыççăн BETHEL радиоçуткăчран ирсе кайиччен маршрутран пăрăнни]]
[[Кăнтăр Корей|Кăнтăр корейăн]] [[Korean Air]] авиакомпанин [[Çĕнĕ Йорк]]—[[Сеул]] маршручĕпе пĕрмай çӳрекен [[Боинг 747]]—230B (регистрации номерĕ HL7442) самолёчĕ çурлан 31-мĕшĕнче [[Тĕнчери Джон Кеннеди ячĕллĕ аэропорт|Çĕнĕ Йоркран]] вĕçсе тухать, кайран [[Анкоридж (аэропорт)|Анкориджа]] краççын тултарма анса ларать. Авăнăн 1-мĕшĕнче 3:00 вырăнти вăхăтра (13:00 [[GMT]]) вăл [[Анкоридж (аэропорт)|Анкориджран]] хăпарать те [[Инчхон (аэропорт)|Сеул]] енне каять. Борт çинче 246 пассажирпа экипажăн 23 пайташе пулнă. Вĕçев маршручĕ [[Лăпкă океан]]па [[Камчатка|Камчаткăран]] тухăçалла, кайран СССР территорин тавра [[Япони]] урлă пымалла пулнă.
 
Вĕçеве тухсанах самолёт тӳрех палăртнă маршрутран хĕвел анăçалла пăрăнать. Рейс тӳррĕнех Бетела (Bethel) çуткăч çине пырать, малалла — R20 маршрутпа. Кунсăр пуçне, самолёт курсран тухса Бетела çуткăчран 20 çухрăм çурçĕрелле иртет. Çав вăхăтра сывлăшра юнашар вĕçекен американ RC-135 тĕпчев самолёчĕ Боинг çумне çывхарать. Каярах совет енĕ кăтартнă [[радиолокаци]] хыпарĕсемпе KAL007 пĕр тапхăр тĕпчев [[RC-135]] самолёчĕпе [[радар]]сен экранĕсенче пĕр пăнчă евĕр курăнать. Тепĕртакран пĕр самолёчĕ (Боинг, пулас) СССР территорине шала кĕрсе пырать, тепри тĕнчери сывлăш трассине çывăх маршрутпа каять.
 
== Официаллă пĕлтерни тата тĕнчери калаçусем ==