Открыть главное меню

Изменения

73 байта добавлено ,  8 лет назад
п
Нет описания правки
| colspan="2" | <big>'''Цези'''</big>
|}
'''Цези''' — [[Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ|хими элеменчĕ]] [[Элементсен периодикăллă системи|Элементсен периодикăллă системинче]] 55 [[атом номерĕ|атом номерлĕ]], [[Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ|хими элеменчĕ]] Cs символпа палăртаççĕ ({{lang-la|Cesium}}), тачăлăхĕпе çемçе, ылтăн евĕр сарă-кĕмĕл тĕслĕ [[Сĕлтĕ металĕсем|сĕлтĕ метал]].
 
== Истори ==
 
== Ячĕ пулса тухни ==
Спектăрти икĕ кăвак йĕрпе çыхăннă (лат. {{lang-la|caesius}}) — кăвак тӳпе тĕслĕ)
 
== Çутçанталăкра тупăнни ==
== Физикăпа хими пахалăхĕсем ==
Цезин арканман пĕртен-пĕр 133-мĕш изотоп пур. Ытти изотопĕсем арканма пултараççĕ. Вĕсенчен чи палисем - 134 па 137-мĕшсем, вĕсем [[атом бомби]] сирпĕтсен тата [[атомла реактор]] ĕçленĕ чухне нумай пулаççĕ.
Чн нумай пурăнакан изотпĕ - 135 (T<sub>1/2 </sub> - 3 миллион çул.
Цези металĕ шурă-ылтăн тĕслĕ, [[ылтăн]] евĕрлĕрех, анчах çутăрах. Çăмăл ирĕлсе кĕмĕл тĕслĕ питĕ чĕрĕ [[шĕвек]] пулать.
Цези металĕ чи химилле хастар метал шутланать. Сывлăпа сирпĕнсе хутшăнать (шыв пăси пурри реакцин хăвăртлăхне ӳстерет). Шывпа[[Шыв]]па, пăрпа[[пăр]]па (−120&nbsp;°C пулсан та),ансат спиртсемпе, галогенорганикăпа, йывăр металсен галегоничĕсемпе, йӳçĕксемпе, типĕ пăрпа (реакци вăйлă арканса иртет) хутшăнать.
Цезин пĕтĕм тăварĕсем (нитрат, хлорид, бромид, фторид, йодид, хромат, манганат, перхлорат, хлорат, азид, цианид, карбонат тата ытти те) шывра лайăх ирĕлĕççĕ. Перхлорат, сурьмянойодид сахал ирĕлнине кура ăна цези тастама тата туса кăларма усă кураççĕ. Питĕ хастар пулсан та азотпа çыхăнмасть (вăйлă хăртсен те). Азидпа нитридне тума тӳрремĕн мар майсемпе усă кураççĕ.
Цези гидооксичĕ шывра ирĕлтесен питĕ вăйлă щелочьсĕлте пулать тата электричество питĕ лайăх иртерет. Çăра CsOH растворĕ пӳлĕм ашшинчех кантăка ирĕлтерет. Ăшăпа ирĕлтернĕ CsOH [[тимĕр]], [[кобальт]], [[никĕль]], [[платина]], [[корунд]]па ZrO<sub>2</sub> пăсать тата [[кĕмĕл]]пе [[ылтăн]]а вăраххăн çĕмĕрет (кислород пулсан птĕ хăвăрт). [[Роди]]пе ун хăшпĕр хутăшĕсем кăна ирĕлтернĕ CsOH тĕреклĕ.
майсемпе усă кураççĕ.
Цези гидооксичĕ шывра ирĕлтесен питĕ вăйлă щелочь тата электричество питĕ лайăх иртерет. Çăра CsOH растворĕ пӳлĕм ашшинчех кантăка ирĕлтерет. Ăшăпа ирĕлтернĕ CsOH [[тимĕр]], [[кобальт]], [[никĕль]], [[платина]], [[корунд]]па ZrO<sub>2</sub> пăсать тата [[кĕмĕл]]пе [[ылтăн]]а вăраххăн çĕмĕрет (кислород пулсан птĕ хăвăрт). [[Роди]]пе ун хăшпĕр хутăшĕсем кăна ирĕлтернĕ CsOH тĕреклĕ.
 
=== Хутăшĕсем ===
== Усă курни ==
=== Фотоэлементсем, фотоумножительсем ===
Цезин [[электрон]] тухас ĕç чи пĕчĕк пулнă май фотоэлементсенче усă кураççĕ. Унта [[сурьма]], [[кальци]], [[бари]], [[алюмини]] е [[кĕмĕл]]пе тунă хутăшĕсем каяççĕ. Цезиллĕ фотоэлементсем аякри ультрафиолетран пуçласа аякри инфракрасный диапазончен ĕçлеççĕ.
=== Ионизацилекен пайăркасене виçесси ===
CsI монокристаллĕсенчен сцинтиляци детекторĕсем туса вĕсене ионизацилекен пайăркасене виçме атом техникинче, геологинче, медицинăра, космос тĕпчевĕсенче усă кураççĕ.
Цези бромичĕпе йодичĕ ятарлă опиткăра кантăк тума усă кураççĕ (çĕрле курмалии хатĕрсем, прицелсем, тăшман техникипе чĕрĕ вăйне курма).
=== [[Çутă хатĕрĕсем]] ===
Электротехникăра цезие çутатакан пăрăхсем тума усă кураççĕ, ăна валли цирконипе[[циркони]]пе е тăхланпа[[тăхлан]]па çыхăнтарса хатĕрлеççĕ.
=== Катализаторсем ===
[[Рутени]]-цези-[[кăмрăк]] катализаторĕпе цези-рубиди катализаторĕсем анлă усă кураççĕ. Вĕсене [[аммиак]], кӳкĕрт йӳçĕкĕ, бутил спирчĕ, кăткă йӳçĕкĕ тата ытти реакцисенче усă кураççĕ.
=== Химилле ток çăлкуçĕсем ===
Цези никĕсĕ çинче топливо элеменчĕсем валли хытă электролит туса усă кураççĕ (цези алюминачĕ).
=== [[Изотоп|Изотопĕсем]] ===
Радиохастар цезий-137 (Т <sub>1/2</sub> 30 çул) изотоп гамма-дефетоскопинче, виçекен техникăра, курăнман материалсен шайне виçме; медицина хатĕрĕсене, эмелсене, апат-çимĕçе стерилизацилеме, рак чирне сыватма усă кураççĕ.
Цези-137 тата изотопла ăшă çăлкуçĕсем тума пулăшать (хăвачĕ 1,27 [[Ватт|Вт]]/см³).<br />
Цези-133 атом сехечĕ тунă çĕрте кирлĕ.
 
Цези [[гафни]], [[тантал]], [[берилли]], [[рени]], платиноидсемпе, [[кадми]], [[теллур]]па пĕрле питĕ сахал управлă элементсен шутне кĕрет. Тĕнчери управĕ 180 пин тонна яхăн (цези оксидне шутласан), питĕ сапаланнă. Çавăнпа хакĕ питĕ пысăк. Çулталăка 9 тонна патне кăлараççĕ, промăçлăх вали 85 тонна кирлĕ. Кирлĕлĕхĕ кашни çул ӳсет.
[[Канада|Канадă]]ри Берник-Лейкра (кăнтăр-хĕвелтухăç Минатоба) тĕнчери цезин 70% вырнаçнă. [[Намиби]]пе [[Зимбабве]]ре те поллуцит кăлараççĕ. Раççейра мăн управсем Кола çурутравĕнче, Хевелтухăç Саянра тата [[Байкал]] леш енче пур.
Промăçлăх валли питĕ таса (99,9—99,999 %) цези кирлĕ. Ăна хатĕрлеме сахал пасемпайсем илсе цези азидне вакуумра салатаççĕ (сирпĕнес хăрушлăх пур).
Химилле питĕ хастар пулнипе ятарлă кантăкран хатĕрленĕ савăтсенче [[аргон]] е [[водород]] ăшĕнче упраççĕ (ахаль лаборатори кантăкне пăсать).
 
== Вуламалли ==
12 882

правки