Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
141-мĕш йĕрке:
== СССР шăпине тăвас наци планĕсем ==
{{main|СССРа нимĕç оккупацийĕ СССР|«Ост» планĕ|Ольденбург планĕ}}
[[«Барбаросса» операцийĕ|«Барбаросса» операцин]] вăрçă политикин тата идеологин тĕллевĕсене çак документсем евитлеççĕ:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
ВПÇ оперативлă ертӳлĕх штабĕн пуçлăхĕ «Çĕр-шыв хӳтелевĕ» пайĕ 1940 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче «Ятарлă проблемăсем пирки 21-мĕш №-лĕ директивăн кăтартăвĕсем („Барбаросса“ планĕн варианчĕ)» документăн проектне, тӳрлетнĕ хыççăн каялла тавăрса панă, çак проекта хатĕрлесе вĕçлесен, аялтарах палăртнă шухăшсене шута илсе фюрера кăтартмалла:
 
Пулас вăрçă хĕçпăшаллă кĕрешӳ кăна мар, çав вăхăтрах икĕ тĕнче курăвĕн кĕрешĕвĕ шутланать. Çав тери пысăк территоринче вырнаçнă тăшмана вăрçăра çĕнтерес тесен, унăн хĕçпăшаллă çарĕсене çапса аркатни çителĕксĕр, çав территорие темиçе патшалăха пайламалла, вĕсен кашнин ертӳлĕхĕ кирлĕ, вĕсемпе пирĕн лăпкăлăх килĕшĕвĕсене çырса çирĕплетмелле.
 
Çакăн евĕр ертӳлĕхсене йĕркелес тесен политика енчен пысăк ăсталăх тата лайăх шутласа хатĕрленĕ пĕрлехи принципсем кирлĕ.
 
Кирек епле мăн масштаблă революци пурнăçра аяккалла сирейми çĕнĕ пулăмсене кăларать. Хальхи Раççейри социаллă ĕмĕтсене кăкласа кăлараймăн. Çак шухăшсене çĕнĕ патшалăхсен, çĕнĕ ертӳлĕхсен шалти политикин никĕсне хумалла. Халăха пусмăрлакан еврей-большевикĕсен интеллигенцине сценăран хăваласа ямалла. Малтанхи буржуази-аристократлă интеллигенцийе, вăл эмигрантсем хушшинче пур пулсан, çаплах влаç патне ямалла мар. Ăна вырăс халăхĕ йышăнмĕ, унсăр пуçне, вăл нимĕç нацине тăшманлă пулать. Çак уйрăмах Балтиçумĕнчи патшалăхсенче курăнать. Çаплах, пирĕн большевиксен патшалăхне ниепле те наци Раççейне куçма пама юрамасть, мĕншĕн тесен (кун пирки истори хыпарлать) каллех Германие хирĕç çĕкленĕ.
 
Вăрçăра сахал тăкак тӳссе хăвăртрах хамăра пăхăнакан социаллă патшалăхсене йĕркелесси пирĕн ĕç пулать.
 
Ку ĕçе тума йывăр, ăна çар тăр-пĕччен пурнăçлама пултараймасть.
{{Цитата вĕçĕ|çăлкуç=[http://soviet-history.com/doc/1941/1941_03_03_occupation.php Запись от 3 марта 1941 г. в дневнике Штаба оперативного руководства Главного командования вермахта (ОКВ)] [http://warmech.narod.ru/1941war/40a.html ]}}
 
{{Цитата пуçламăшĕ}}
30.3.1941 г. … 11.00. Фюрер патĕнче пысăк канашлу. 2,5 сехете яхăн калаçу…
 
Икĕ идеологин кĕрешĕвĕ… Коммунизм пуласлăхшăн питĕ хăрушлă. Пирĕн салтак юлташлăхĕн принципне тытса пымалла. Коммунист нихăçан та пире юлташ пулман, нихăçан та юлташ пулаймĕ. Калаçу пĕтерес кĕрешӳ пирки. Эпир çапла пăхмасан, тăшмана çапса аркатнă пулсан та, тепĕр 30 çултан каллех коммунистсен хăрушлăхĕ сиксе тухать. Эпир хамăр тăшмана хупса лартас тесе тесе вăрçмастпăр.
 
Раççейĕн пуласлă политика картти: Çурçĕр Раççей Финляндие куçать, Балтиçумĕнче, Украинăра, Беларуçре протекторатсем тумалла.
 
Раççее хирĕç кĕрешӳ: большевиксен комиссарĕсене тата [[коммунист]]сен интеллигенцине пĕтермелле. Çĕнĕ патшалăхсем социаллă, анчах та хăйсен интеллигенцисĕр пулмалла. Çĕнĕ интеллигенци йĕркеленессине чăрмав кӳмелле. Кунта ахаль социаллă интеллигенци кăна кирлĕ. Деморализаци наркăмăшне хирĕç кĕрешес ĕç тытса пымалла. Вăл вăрçă-суд ыйтăвĕ çеç мар. Чаçсен командирсем вăрçăн тĕллевне пĕлме тивĕç. Вĕсем кĕрешӳре ертсе пымалла…, çарсене хăйсен аллисенче çирĕп тытмаллла. Командирăн салтаксен кăмăлне шута илсе тапăчĕсем хушмалла.
 
Вăрçă Хĕвел Анăçринчен пач уйрăлса тăрать. Хĕвел Тухăçĕнче хаярлăх пуласлăхăн ырлăхĕ шутланать. Командирсен юмарт пулмалла, хăйсен иккĕленĕвĕсене çĕнтерме хал тупмалла…
{{Цитата вĕçĕ|çăлкуç=[http://www.hrono.info/dokum/194_dok/1941galder.html Типçĕр вăйĕсен тĕп штабĕн пуçлăхĕн] [[Гальдер Франц|Ф. Гальдерăн]] кун кĕнеки}}
 
== Германи енче çапăçнă вăйсем ==