Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
288-мĕш йĕрке:
Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕнче герман хĕçпăшаллă вăйĕсен шучĕ те, техника пахалăхĕ те ӳсет. Тĕслĕхрен, вермахтăн танксемпе ХКХ шучĕ 1945 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 12&nbsp;990 виçе шутланнă<ref name="shuh">Мюллер-Гиллебранд Б. Сухопутная армия Германии 1933—1945. М., 2003. ISBN 5-94661-041-4. С. 726—727.</ref>, çав шутра 1944 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 9&nbsp;149<ref name="shuh"/>, 1943 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7&nbsp;927 виçе çеç<ref name="shuh"/>. Çак ӳсĕме [[Шпеер Альберт|Шпеер]], [[Мильх Эрхард|Мильх]] тата ыт. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче тапратнă Германи промăçлăхне вăрçăна мобилизацилес программăна ĕçе кĕртнипе çитнĕ.
Çапах та Хĕвел тухăç фронтĕнче питĕ нумай çухату тӳснипе, танкистсемпе вĕçевçĕсене вĕрентме топливо çитменни герман хĕçпăшаллă вăйĕсен пахалăхне чакарса пырать. Çавăнпа стратеги инициативи СССР тата унăн тăмарĕсене куçать, Германин çухатăвĕсем вара чылайланаççĕ.
 
=== 1944 çулхи çуллахи-кĕрхи компанийĕ ===
 
.....
 
 
[http://www.hro.org/editions/karta/nr2/ak.htm] 1944 çулхи утăн 21-мĕшĕнче [[Хелм]]ре [[Поляксен рабочи партийĕ|поляк коммунисчĕсемпе]] тăмарĕсем [[Польшăн наци ирĕклĕх комитечĕ|Польшăн наци ирĕклĕх комитетне]] — Польшăн вăхăтлă советсем майлă правительствине — йĕркелеççĕ.
 
1944 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче РÇХÇ малти вăйĕсем Польшăн тĕп хули [[Варшава]] патне çывхарнă чухне, Ен Çарĕ («Армия крайова») [[Варшава пăлхавĕ (1944)|хулара пăлхава çĕклет]]. Пăлхавçăсем икĕ уйăх чылай шутлă нимĕç çарĕсемпе çапăçнă, юпан 2-мĕшĕнче вĕсен парăнма тивнĕ. 1-мĕш Беларуç фрончĕ пăлхавçăсене кирлĕ пулăшăва параймасть — [[Беларуç операцийĕ (1944)|Беларуç операципе]] 600 çм тухса, фронт вăйĕсем Варшава умĕнче тăшман тĕревлĕ хирĕçленине пула хӳтĕленме хатĕрленнĕ<ref>Рокоссовский К. К. Солдатский долг. — М.: Воениздат, 1988. — C. 273—282. URL: http://militera.lib.ru/memo/russian/rokossovsky/</ref>.
 
1944 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче [[Тисо Йозеф|Йозеф Тиссо]] ертсе пынă нимĕçсем майлă [[Пĕрремĕш Словак республики|Словак Республикине]] хирĕçле [[Словаксен наци пăлхавĕ]] çĕкленет. Пăлхавçăсене пулăшас тĕллевпе совет çарĕсем авăнăн 8-мĕшĕнче [[Хĕвел тухăç Карпат операцийĕ|Карпат-Дукель операцине]] пуçлаççĕ. Анчах та совет çарĕсем çитичченех, 1944 çулхи чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче нимĕç çарĕсем пăлхава пусараççĕ.
 
1944 çулхи юпа уйăхĕнче совет çарĕсем ăнăçлă [[Дебрецен операцийĕ|Дебрецен операцине]] ирттернĕ, [[Венгри]]е вăрçăран кăларас тата венгрсен çĕрĕнчи нимĕç çарĕсене аркатас тĕллевпе [[Будапешт операцийĕ|Будапешт операцине]] пуçланă. Анчах та [[Будапешт]]ри нимĕç çарĕсем капитуляцие 1945 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче кăна йышăннă. 1944 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Венгрин вăхăтлă правительствине туса хунă, вăл 1945 çулхи кăрлачăн 20-мешĕнче СССР-па лăпкăлăх хучĕ çине алă пуснă.
 
1944 çулхи юпан 25-мĕшĕнче [[Патшалăх Хӳтелев Комитечĕ]] вăрçă хĕсметне [[1927]] çулта çуралнă çынсене [[йыхрав]]па чĕннĕ. 1 миллион та 156 пин те 727 çынна — [[юлашки вăрçă йыхравĕ]] — çар ретне тăратнă.
 
=== 1945 çулхи хĕллехи-çурхи компани ===