Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
196-мĕш йĕрке:
[[File:Ussr0437.jpg|right|thumb|[[Родина-мать зовёт!]] — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсен плакачĕ]]
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, 12 сехетре Молотов СССР гражданĕсене [[1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче В. М. Молотов радиопа калаçни|радиопа официаллă чĕнсе каланă]], Германи СССР çине тапăннă, тăван çĕршывăн вăрçи пуçланнă пирки пĕлтернĕ.
 
[[СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ]]н 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчи Хушăвĕпе, çĕртмен 23-мĕшĕнче вăрçа тивĕçлĕ 14 çул ӳсĕмĕсен çыннисене (1905—1918 çç. çуралнисене) [[мобилизаци]]не 17 тăрăхран 14-мĕшĕнче, йыхравланă. Ытти виçĕ тăрăхра — Байкал Лешьен, Вăтам Ази тата Инçет Тухăç — мобилизацие тепĕр уйăхран кăна, правительствăн ятарлă йышăнăвĕпе «пысăк хăнăхтару пуххи» тесе вăрттăн мелпе ирттернĕ<ref name="victory.mil.ru">[http://www.victory.mil.ru/lib/books/h/1941/03.html 1941 год — уроки и выводы. Глава третья. Ход военных действий на советско-германском фронте]</ref>.
 
[[Çĕртме, 23|Çĕртмен 23-мĕшĕнче]] [[Тĕп Çарпуçлăхĕ ставки|Тĕп Çарпуçлăхĕн ставкине]] ([[çурла, 8|çурлан 8-мĕшĕнченпе]] [[Аслă Тĕп Çарпуçлăхĕ ставки]]) йĕркелеççĕ, И.&nbsp;В.&nbsp;Сталин унăн ертӳçи пулса тăрать, вăлах çурлан 8-мĕшĕнче çаплах Аслă Тĕп çарпуçĕ вырăнне йышăнать. [[Çĕртме, 30|Çĕртме 30-мĕшĕнче]] [[Патшалăх Хӳтĕлев Комитечĕ|Патшалăх Хӳтĕлев Комитетне]] (ПХК) туса хураççĕ. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа [[халăх ополченийĕ|халăх ополченине]] йĕркелеме тытăнаççĕ.
 
[[Финлянди]] хăйĕн енчен нимĕçсене совет территорине тапăнма паман, вара [[Печенга|Петсамăпа]] Салла чикĕ урлă каçма хăяйман. Хушăран хушă совет тата финн чикĕ сыхлавçисем пĕр-пĕрин еннелле персе илкеленĕ, çапах та, пĕтĕмĕшле шутласан, совет-финн чиккинче лăпкă лару-тăру пулнă. Анчах та çĕртмен 22-мĕшĕнчен пуçласа, нимĕç [[Германин сывлăш-çар вăйĕсем (1933—1945)|люфтваффе]] бомбă пăрахакан самолёчĕсем финн аэродромĕсене Германие таврăннă чухне кăраççын тултарма анса ларнă.
 
[[Утă, 23|Утăн 23-мĕшĕнче]] [[Молотов Вячеслав Михайлович|Молотов]] хăйĕн патне финн элчине чĕнсе илнĕ. Молотов Финляндирен хăйĕн СССР еннелли позицине уçăмлă палăртма ыйтнă, çапах та финн элчи Финлянди ĕç-пуçĕ пирки ăнлантарман. [[Çĕртме, 24|Çĕртмен 24-мĕшĕнче]] Германин [[ОКХ|Типçĕр çарĕсен]] тĕп çарпуçĕ нимĕç çарпуçлăхĕн финн çарĕн ставки çумĕнчи хăйĕн элчи патне Финлянди [[Ладога кӳлли]]нчен хĕвел тухăçнелле пуçланакан операцие хатĕр пулма çыру янă.<ref name=militera>[http://militera.lib.ru/db/halder/1941_06.html Июнь 1941 года] [[Франц Гальдер|Гальдер Франц]]. Военный дневник</ref> [[Çĕртме, 25|Çĕртмен 25-мĕшĕнче]] совет çарпуçлăхĕ Финляндин 18 аэродромĕ çине 460 яхăн самолёт ушкăнпа бомбăлама шутланă. [[Çĕртме, 25|Çĕртмен 25-мĕшĕнче]] Кăнтăр тата Вăта Финляндин хулисене, çав шутра [[Хельсинки]] тата [[Турку]], сывлăшран питĕ хытă тапăннăшăн, çаплах совет пехотипе артиллерийĕ Финляндин патшалăх чиккинче çулăм уçнăшăн Финлянди каллех СССР-па вăрçă лару-тăрăвне кĕнине пĕлтернĕ.<ref name="Мемуары Маннергейма">[http://militera.lib.ru/memo/other/mannerheim/ Мемуары Маннергейма]</ref> 1941 çулхи утă-çурла уйăхĕнче финн çарĕ темиçе операци ирттерсе [[Совет-финн вăрçи (1939—1940)|1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçи]] хыççăн СССР шутне кĕртнĕ территорине каялла тавăрнă.
 
 
 
--.....
 
 
Çав вăхăтра нимĕç çарĕсем сывлăшра стратеги инициативине ярса илнĕ те чикĕ çумĕнчи çапăçусенче совет çарĕсене çапса аркатнă. Вĕсем вини-аманнисемпе 850 пин çын тата 1 млн яхăн [[Совет вăрçă тыткăнçисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче|тыткăнри салтака]] çухатнă.
[[File:Battle of Rostov.jpg|thumb|right|300px|Ростов-Тан-çинчи хула урамĕнчи çапăçусем. [[Чӳк (уйăх)|Чӳк]] уйăхĕ, [[1941]] çул.]]
 
1941 çулхи çуллахи-кĕрхи паллă кампанисем:
 
* [[Белосток-Минск çапăçăвĕ]] (çĕртме, 22 — утă, 8)
* [[СмоленскСмулен çапăçăвĕ (1941)|Смоленск çапăçăвĕ]] (утă, 10 — авăн, 10)
* [[Умань патĕнчи çапăçу]] (утă вĕçĕ — çурла, 8)
* [[Кейӳ çапăçăвĕ]] (çурла, — авăн, 26)
* [[Ленинград]]а хӳтĕлени тата [[БлокадаЛенинград Ленинградахупăрлавĕ|блокадыхупăрлани]] (1941 çулхи авăн, 8 — 1944 çулхи кăрлач)
* [[Одессăна хӳтĕлени, хăварни]] (çурла, 5 — юпа, 16)
* [[1941–42 çулсенчи Севастополь хӳтĕлевĕ пуçланни|Севастополь хӳтелевĕ]] (1941 çулхи юпа, 4 — 1942 çулхи утă, 4)