Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
223-мĕш йĕрке:
СССР питĕ кирле чĕре тавар минерал тата промăçлă центрĕсене: [[Донец кăмрăк бассейне|Донбасс]], [[Кривой Рог чул тăпра бассейнĕ|Кривой Рог]], бассейнĕсене çухатнă. [[Минск]], [[Кейӳ]], [[Харьков]], [[Смулен]], [[Одесса]], [[Днепропетровск]] хуласене тăшман аллине панă. Ташман [[Ленинград хупăрлавĕ|Ленинграда хупăрланă]]. Украинăри тата Раççейĕн кăнтăрĕнчи апат-çимĕç тăвакан кирлĕ районсем тăван çĕршывăн центрĕнчен уйрăм пулса тăнă. Оккупациленĕ территорире миллион совет гражданĕ тăрса юлнă. Темиçе сĕр пин лăпкă пурнăç çыннине [[СССР гражданĕсене Германие ĕçе илсе кайни|Германи ĕçе хăваласа кайнă]]. Нимĕç çарне, çапах та, [[Санкт-Петербург|Ленинград]], [[Мускав]] тата [[Ростов-Тан-çинчи]] хуласем патĕнче чарса лартнă; «Барбаросса» планĕн стратеги тĕлĕсене пурнăçа кĕртеймен.
 
== Нимĕçсен оккупаци политикирежимĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Военная марка Смерть немецким захватчикам!.jpg|left|thumb|220px|[[СССР|Совет]] [[почтă маркки]]]]
{{Main|СССР территорине Германи тата тăмарĕсем оккупацилени (1941—1944)}}
СССР çине тапăннине Китлĕр «[[Хĕрес харçи]]» вырăнне хунă, ăна вăл террор меслечĕсемпе туса шутланă.
1941 çулхи [[çу, 13|çăвăн 13-мĕшĕнче]] вăл вăрçă çыннисене «Барбаросса» планне пурнăçланă чухне тунă ĕçсен яваплăхĕнчен хăтарнă:
<blockquote>«Вермахт хĕсметĕнчи çынсемпе тата вĕсемпе пĕрле ĕç тăвакансене граждан çыннисене хирĕçле тăшманлă ĕçсем тунăшăн чармалла мар тата çав ĕссене киревсĕр ĕç е вăрçă айăпĕ тесе шутламалла мар…».</blockquote>
Хăйĕн çак шухăшне вăл [[утă, 16|утăн 16-мĕшĕнче]] уçса панă:
<blockquote> «Эпир каллех калатпăр, пирĕн çав территорие йышăнмалла, ăна тытса тăмалла тата унта хăрушсăрлăха йĕркене кĕртмелле…Территорипе пĕтемпех хуçаланма епле ĕçсем тумаллине малтанах калама пулмасть: е персе пăрахмалла, е кăларса ямалла т. ыт. Хамăр умра выртакан мăн кукăле кирлĕ меллĕ пайлас ĕç тăрать: пĕрремĕшĕнчен, ăна ярса илес пулать, иккĕмĕшĕнчен, пăхăнтарас пулать, виççĕмĕшĕнчен, усăна кĕртес пулать. Уралтан анăçалла мĕнле те пулин тăшманăн хĕçпăшаллă йĕркелĕвĕсене хăварас пирки калаçма та тăмасть…»</blockquote>
Çакăн пирки Гудериан каланă:
<blockquote>«Китлĕр мĕнпур вырăссене сталин ялавĕ айне тăратма мел тупма пултарчĕ»<ref name="Гудериан 1">Panzer Leader. London.Futura.1979. P.440</ref>
</blockquote>
 
Нимĕçсен оккупацине вăрçă вăхăтĕнче [[Беларуç Совет Социаллă Республики|Беларуç]], [[Украина Совет Социаллă Республики|Украина]], [[Эстон Совет Социаллă Республики|Эстон]], [[Латви Совет Социаллă Республики|Латви]], [[Литва Совет Социаллă Республики|Литва ССРĕсен]], [[РСФСР]]ĕн 13 облаçĕн территорийĕ лекнĕ.
 
[[Молдава Совет Социаллă Республики|Молдава ССРĕ]] тата Украина ССРĕн кăнтăр çĕрĕ ([[Транснистри]]) Румыни айĕнче пулнă, [[Карел-Финн Совет Социаллă Республики|Карел-Финн ССРĕн]] пайне [[Карел-Финн ССРĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче|финн çарĕсем оккупациленĕ]].
 
{{Цитата пуçламăшĕ}}Виççĕмĕш райхăн Совет Союзне хирĕç вăрçин пуçламăшĕнченех СССРĕн Урала çити территорине ярса илсе, СССРĕн çутçанталăк янтипе усă курса Раççее нумай вăхăтлăха герман хуçаланăвĕнче тытмалла пулнă. Çут тĕнчерен планпа пĕтерĕс хăрушлăх еврейсемшĕн çес мар, çаплах Германи 1941—1944 çç. ярса илнĕ совет территоринчи славянсемшĕн те пулса тăнă. Халĕ тин ФРГ историкĕсен тĕпчев ĕçлевне СССР славян халăхне (вĕсене еврейсене пекех «начар расă» вырăнне хунă, пĕтермелле пулнă) хирĕç «урăх холокост» теми кĕчĕ.{{Цитата вĕçĕ|çăлкуç=Вольфрем Верте [http://www.redstar.ru/2005/03/10_03/1_02.html]}}
 
Облаçсене кĕпернесем теме пуçланă, уессене (кăрлач, 1943 çултанпа — районсене) тата вулăссене йĕркеленĕ, халăха регистрацие кĕртнĕ. Нимĕç влаçĕн вăрçăпа администраци органĕсемпе (вăрçă комендатурисем, тăрăх тата и район управленисем, ял-хуçалăх управленисем, [[гестапо]] тата ур.) пĕрле полиципе вырăнти хăй тытăмлăх йĕркеленĕвĕсем ĕçленĕ. Хулана, уесе [[бургомистр]]сем ертсе пынă, вулăс йĕркеленĕвне вулăс старшинине, ялсенче старостăна лартнă. Герман çарĕн çыхăнман киревсĕр (уголовлă айăплă) тата граждан ĕçĕсене уçса пама килĕшӳ тӳрисем пулнă. Вырăнти йĕркелӳсем нимĕç çарпуçлăхĕн тапăчĕсмпе тата хушнисемпе татăçуллă ĕçлесе окупаци айĕнчи халăха Китлерĕн политикипе планĕсене пурнăçлама хутшăнтарнă.
 
[[File:Ost-Arbeiters in Kiew.jpg|thumb|left|300px|«Остарбайтерсене» нимĕçсен транспорт пуйăсĕсене тултараççĕ. [[Кейӳ]]н вăта чукун çул чарăнăвĕ.]]
 
Вăйпитти мĕнпур халăха нимĕçсем уçнă ĕçсене тума хăваланă, нимĕç çарĕ валли хӳтлĕх тунă çĕрте, шоссе тата чукун çулĕсене юсаттарнă, юр тасаттарнă, ял хуçалăхĕнче усă курнă т. ыт. «Çĕре усă курмалли çĕнĕ йĕркепе татăçуллă» колхозсене салатнă та пĕрлĕ хуçалăхсене туса хунă, совхозсем вырăнне «патхозсем» — нимĕç влаçĕн патшалăх хуçалăхĕсене йĕркеленĕ. Халăха пăчăртасах нимĕç çарĕ валли аш-пăш, тырă, фураж т. ыт. пуçтарнă. Нимĕç салтакĕсем патшалăхăн тата этем пĕрлĕхĕн пурлăхне çаратнă, лăпкă çынсене кил-пӳртĕнчен хăваласа кăларнă. Çынсене пурăнма юрăхлă пӳлĕмсене мар, çĕрпӳртсене вырнаçтарнă, ăшă тытакан тум-тире, апат-çимĕçе туртса илнĕ, выльăх-чĕрлĕхе тытса кайнă.
[[File:Bundesarchiv Bild 101I-212-0221-07, Russland-Nord, Erschießung von Partisanen.jpg|thumb|right|250px|Совет партизанĕсене персе пăрахни. [[1941]] çулăн [[авăн (уйăх)|авăн]] уйăхĕ.]]
Нимĕçсем политика шкулĕсене уçнă — унта ятарлă [[пропаганда|пропагандăпа]] [[агитации]] лекцисене вуланă. Халăх умĕнчи политика темиллĕ лекцисене хула-ялсенче пĕрмаях ирттернĕ. Вырăнти радиокалаçупа та лекцисемпе евитсене халăх хăлхине çитернĕ. Çаплах Д.&nbsp;Малявин пропаганда календарĕсем пирки хыпарлать<ref name="cal">Дмитрий Малявин. План «Ост» и карманные календари. Петербургский Коллекционер, 2005, 3(33) [http://pk.awards-su.com/2005/kalendar/kalendar.htm]</ref>.
 
== Вăрçăн иккĕмĕш тапхăрĕ ([[чӳк, 19]], [[1942]]—[[1943]]) ==