Шăмăршă районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: war:Shemurshinsky (distrito)
Santăr (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Шăмăршă районĕ''', — [[Чăваш Ен]]ĕн кăнтăр енче вырнаçнă [[район]]. Районан администрациĕ [[Шăмăршă]].
==Кун-çулĕ==
 
Пĕрремеш хут [[Хырла (юханшыв)|Хырла]] тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи , вырăс çарĕсем Хусан ханствине хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри, хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалрах пурăннă. Археологсем никишкинопа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕкхи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX-XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутрсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта „тискер хир“ пулса кайнă.
XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханстви Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Икĕ тапхăр палăртаççĕ: 1. (XVI-мĕш ĕмĕр вĕçĕ – XVII-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çурри.) - Хырла засека йĕрне тунă хыççăн ;
2.1648 çултан – Чĕмпĕр хулине никĕслесе Чĕмпĕр уесĕ тунăран.
*1667-мĕш çулта Чĕмпĕр уесĕнче çак ялсене асăнаççĕ: Шимурша ([[Шăмăршă]]), Болтайка Уразлеева ([[Мишер Палтиелĕ]]), Тюка ([[Ирçе Тĕки]]), Буяново, Малая Болтаево, Ондреевка ([[Энтĕрел]]).
Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата тĕп районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, [[Улатăр уесĕ]]нчи ирçесем никĕсленĕ.
[[1797]] мĕш çулта [[Чĕмпĕр кĕперни]]нче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, [[улпут|улпутсен]], хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем [[Пăва уесĕ]]н Вăрманкасси, [[Каракитан]], [[Кахăрлă]] вулăсĕсене кĕнĕ.
      [[1835]]-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат указĕпе килĕшÿллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр çурчĕн (картишĕн) министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.
1920-мĕш çулхи утă уйăхĕн 24 -мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне (тĕп хули [[Шупашкар]]) тăвас текен йышăну тухнă.ЧАО шутне Хусан кĕпернин Шупашкар, Етĕрне тата Çĕрпÿ уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпернин Кăрмăш тата Пăва уесчĕсен хăшпĕр вулăсĕсем, çав шутра Шамкайпа Шăмăршă вулăсĕсем, кĕнĕ.
== Халăх йышĕ, район тытăмĕ ==
[[1999]] çулхи [[кăрлач, 1|кăрлачăн 1-мĕшĕнчи]] халăх çыравĕпе {{çын|17.2|тĕлне пин}}шутласа илнĕ. Районта 33 ял. Ялĕсем йышлă, вăтамран {{çын|547}}пурăнать.