Тан касакĕсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Almabot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: os:Доны хъазахъхъæгтæ
Xqbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: sv:Donkosacker; косметические изменения
1-мĕш йĕрке:
'''Тан касакĕсем́''' '''тан касакĕсен çарĕ''' — [[Раçсей Империйĕ]]н [[касакĕсем|касакĕсен]] чи пысăк ушкăнĕ; уйрăм хăй тĕллĕн тытăнса тăракан [[Тан Çарĕн çĕрĕ]]нче (хальхи [[Украина|Украинăн]] [[Луган облаçĕ|Луганпа]] [[Донец облаçĕ|Донец]] облаçĕсен, [[Раççей Федерацийĕ]]н [[Ростов облаçĕ|Ростов]], [[Волгоград облаçĕ|Волгоград]], [[Воронеж облаçĕ|Воронеж облаçĕсен]], [[Калмык республики]]н çĕрĕсем) вырнаçнă территори.
 
Историллĕ ячĕ [[Тан]] ([[Азов тинĕсĕ]]н шыв-çĕр лаптăкĕ) шывĕпе çыхăннă. Тан çарĕн тĕп хули [[1571]] — [[1610]] çулсенче [[Раздорская]] станица çумĕнчи утрав çинче, 1610 — 1637 çулсенче Мăнаçтăр хулинче ([[Старочеркасская]] станицинчен Тан тăрăхĕпе аялла 6 çм), [[Азовра ларни|Азов патĕнче ларнă]] тапхăрĕнче ([[1637]] — [[1642]]) — [[Азов]]ра, [[1644]] — [[1806]] — [[Черкасск|Черкасскра (халĕ Старочеркасская станица)]] пулнă, кунта çар çавракăшне пуçтарăннă, патша элчисене йышăннă, шалу туяннă. [[1806]] çулта Тан касаклăхĕн тĕп хули — [[Новочеркасск]].
 
Халăх юлашки çыравĕпе, Раççей Федерацинче 140 пин çын хăйне «касак» халăхĕнче шутланă. Вĕсенчен чылайăшĕ — Ростов тата Волгоград облаçĕсенче пурăнаççĕ.
 
== Истори ==
19-мĕш йĕрке:
 
'''Касак символĕсемпе паллисем'''
[[Элем]] —
 
[[Бунчук]] — ставка палли, атаманăн харçăри символĕ, çар пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕ. Лăпкă тапхăрта храмра упраннă. Çар бунчукне ут хӳринчен хатĕрленĕ.
25-мĕш йĕрке:
[[Булава]] — атаманăн çар тытăмĕн символĕ.
 
[[Насека]] —
 
[[Лампас]]
37-мĕш йĕрке:
Герб — унăн пичĕ çар историне, вырăнти çар уйрăмлăхĕсене палăртать.
 
[[Шашка]] — холодное хĕç-пăшал, символ всей полноты прав у казака. Касака 17 çул тултарсан ватăсем панă. 21 çулта хĕсмете кайнă чух касак пакунсене, кокардăна тата темляка тивĕçнĕ. Шашкăна килте паллă вырăнта (кавир çинче) упранă, асаттинчен мăнукне куçса пынă.
Шашкăна (çĕлĕке те) çухатни — мăн намăс. Çав тери паллă ыйтусене шашкăсемпе сасăланă. Çавра йышăнăвĕпе касака вăхăтлăха шашкăпа çӳреме чарма пултарнă. Ун хыççăнхи айăпшăн — касак ĕретĕнчен кăларнă.
 
65-мĕш йĕрке:
Тан касакĕсем вырăс çарĕн пĕрремĕш [[Хусан]] харçине [[Хаяр Йăван]]па пĕрле кайнă.
 
[[1581]] çулта [[Ермак]] Тимофеевич ертсе пынă касаксем [[Çĕпĕр ханлăхĕ|Çĕпĕр ханлăхне]] çĕнтереççĕ. [[1605]] çулта 4 000 тан касакĕ Андрей Карела атаманĕпе [[Ултав Мĕтри]] енче кĕрешеççĕ. [[1612]] çулта тан касакĕсем атаман Межаков ертсе пынипе Мускава поляксенчен Пожарский кнеç çарĕпе пĕрле тасатаççĕ. [[1637]] çулта атаман Михаил Иванович Татаринов турккă кармане — Азова — туртса илет. [[1668]] çулта [[Разин Степан Тимофеевич|Степан Тимофеевич Разин]] [[Ферабат]] перси хули çине каять. 7 000 тан касакĕ атаман Фрол Минаев ертсе пынипе [[ I Петĕрĕн Азов харçисем|Азов харçине]] [[Пётр I|I Петĕрпе]] [[1695]]—[[1696]] çулта тухаççĕ. [[1701]] çулта тан касак полкĕ касак полковникĕ Максим Фролов ертсе пынипе [[Швеци]] вăрçинче Финляндин территоринче Шеремет граф ертсе пынă вырăс çарĕпе пĕрле çапăçать. [[1722]] çулта тан касакĕсем Краснощеков Иван Матвеевич ертсе пынипе I Петĕрпе перси харçине каяççĕ. [[1736]] çулта Анна патша-арăм [[Турци]]е вăрçă сĕнет, фельдмаршал Минех вырăс çарĕ тата Краснощеков касак полковникĕн 5000 тан касакĕ тепĕр хут Азова çĕнсе илеççĕ. Тутарсем вырăс ялĕсене çаратса, тыткăна 3000 çын туртса каяççĕ, вара Краснощеков касакĕсем вĕсене хуса çитсе тыткăнран хăтараççĕ. [[1741]] çулта Краснощеков касакĕсене Швеци вăрçине яраççĕ, Раççее Финляндин чылай çĕрĕ куçать, анчах та Гельсингфорс патĕнче аманнă Краснощеков швед тыткăнне лекет — унăн тирне чĕрĕллех сĕвеççĕ. Данила Ефремов генерал-майор ертсе пынă 16 000 тан касакĕ Лисавет патша-арăм саманинче [[Прусси]]е хирĕç Çичĕçул вăрçине (1756—1763) хутшăннă.
 
1760 çулта Краснощеков Федор Иванович, Луковкин, Туроверов тата Попов тан касак текĕрчисем берлин экспедицинче палăраççĕ, ун вĕçĕнче [[1760]] юпа ,9 раççейсем пруссен тĕп хулине [[Берлин]]а йышăнаççĕ. II Кĕтерне саманинчи Крымшăн тапăшнă турккă вăрçинче (1762—1774) 22 000 тан касакĕ (Вĕсене Румянцев вырăс çарĕнче Иловайский тата Долгоруков кнеç çарĕнче Себряков ертсе пынă). 1775 çулта Пăкач пăлхавне пусарсан, çар ĕçĕнче хастар пулнă 65 тан касакне II Кĕтерне арăм-патшан Лейб-Гварди касак полкне — чап конвойне — илеççĕ. Тан çарĕн чикки Кубань шывĕ тăрăх пынă, ун çинче 4 карман, 20 редут, нумай сăнав турулĕ лартнă, вĕсем çине пĕрмаях черкессем тата нохайсем тапăннă. 1782 çулта Александр Васильевич Суворов 16 ротă пехотăпа, 16 эскадронпа тата Иловайскийĕн 16 тан полкĕпе чикĕ хĕррине çитет те [[нахай урти]]не çĕмĕрет. Çакăн хыççăн [[1792]] çулта [[Екатеринодар]] кармана никĕслеççĕ, Хура тинĕс касак çарне (Кубань касак çарĕ) йĕркелеççĕ. 1787—1791 çулсенче Турципе вăрçса Раççей çарĕ Таная çитет, [[1790]] çулхи раштав, 11 [[Суворов]] ертсе пынă вырăс çарĕ Исмаила туртса илет, çапăçусенче Орловпа Платов 13 000 тан касакĕ юн тăкать. [[Исмаил]] кармана илнĕ хыççăн Кутузова хула комендант вырăнне лартаççĕ. [[1794]] çулта [[Польша]] вăрçинче Раççей [[Неман]]па [[Буг]] таран çĕрсене тата [[Курлянди кĕперни]]не хăй çумне çыпăçтарать. Вăрçа Орлов, Себряков, Лащилин, Янов, Денисов майорсем тата Денисов полковник касак полкĕсем хутшăнаççĕ. [[1799]] çулта императăр Павăл [[Франци]]не хирĕç вăрçă пуçлать, [[Суворов]]а Итали харçине тухма хушать. Çак харçăра Адриан Карпович Денисов ертсе пынă 8 тан полкĕ хутшăнать. [[1801]] çулта Павăл императăр Индире колони çĕнсе илес ĕмĕтпе [[Англи]]е хирĕç вăрçă пуçлать. 20 000 тан касакĕсене [[Инди]] харçине ăсатнă. Александр I [[1805]] çулта 2 № Сысоев тата 3 № Ханженков полкĕсемпе вырăс корпусне [[Кутузов]] çарпуçĕпе [[Наполеон]]а хирĕç кĕрешекен австри çарĕсене пулăшу пама янă. [[1808]]—1809]] çулсенче Киселёв 2 № Тан полкĕ [[Швеци]]пе [[Финлянди]] çĕрĕшĕн çапăçнă. [[1806]]—[[1812]] çулсенче 4 №, Денисов 7 №, 8, 11 Иловай № тан полкĕсем Турципе Танай тăрăхĕнче çапăçнă. [[1812]] çулта Наполеона хирĕç Тан çарĕ 50 полк (50 000 çына яхăн) тăратнă. Атаман Платов вырăс çарĕ чакса пынă чух Польшăра Багратиона хыçран хӳтĕленĕ.
 
== Çутĕç ==
73-мĕш йĕрке:
 
== Укçа-тенкĕн лару-тăрăвĕ ==
Касаксене Раççей импери хыснин ясакĕнчен хăтарнă, анчах та Çар Коллегийĕ пĕрре чĕннипех вĕсен хĕç-пăшалĕпе, хормă тăхăнса çар учĕпе полк пухăну вырăнне тухмалла пулнă. [[1779]] çултанпа çар харçи тапхăрĕнче касаксене шалу тӳлеме пуçланă: полковника 300 тенкĕ уйăхне, есаула, çĕрпӳне, хурăнçине - 50 тенкĕ уйăхне, ĕретри касаксене 1 тенкĕ уйăхне (ун чухнехи лаша хакĕ 40-80 тенкĕ пулнă). [[Хысна]]ран мунтир çĕлеме пустав панă. Атаман Платов [[Тулă]] хĕç-пăшал заводĕнче касаксем валли пăшал тума хушу вырнаçтарнă.
 
 
118-мĕш йĕрке:
* [[Таубе Фёдор Фёдорович|Фёдор Фёдорович Таубе]] 1909—1911
* [[Покотило Василий Иванович|Василий Иванович Покотило]] [[1912]]—[[1916]]
* [[Каледин Алексей Максимович|Алексей Максимович Каледин ]] [[1917]]—[[1918]]
* [[Краснов Пётр Николаевич|Пётр Николаевич Краснов]] 1918—1919
* [[Богаевский Африкан Петрович|Африкан Петрович Богаевский]]1919-?
160-мĕш йĕрке:
[[ro:Cazaci de pe Don]]
[[ru:Донские казаки]]
[[sv:Donkosacker]]
[[uk:Донські козаки]]