Татищев Василий Никитич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот хушрĕ: be-x-old:Васіль Тацішчаў
п Викификация
7-мĕш йĕрке:
[[Мускав]]ри артиллерипе инженер шкулĕнче вĕреннĕ. [[Нарва|Нарвăна]] ([[1705]]) илнĕ çапăçăва, [[Полтава]] çапăçăвне тата [[Прут]] кампанине хутшăннă. [[1713]]—[[1714]] çулсенче [[Берлин]]ра, [[Бреславль]]ре тата [[Дрезден]]ра пĕлĕвне ӳстернĕ. [[1717]] çулта [[Данциг]]ра Татищев [[Пётр I]] хушнипе, таса Мефоди çырнă авалхи образа контрибуци шутне кĕртесси пирки калаçусем иртернĕ. Анчах та çак ĕçсем ăнăçлă вĕçленмен. Ют çĕршывсенчен Татищев чылай [[кĕнеке]] илсе килнĕ. Данцигран таврăннă хыççăн Брюс çумĕнче мануфактур-коллегин президенчĕ пулса ĕçленĕ. [[1719]] çулта Брюс Раççейĕн географине тĕплĕн çырса кăтартмалла тесе Пётр I патне хут çырнă, çак ĕçе Татищева хушма сĕннĕ.
 
[[1720]] çулта Татищева [[Çĕпĕр кĕпернийĕ|Çĕпĕр кĕпернине]] пăхăр тата кĕмĕл шăратакан завочĕсем туса лартмалли вырăнсене палăртма янă. Вăл Уктус заводĕнче чарăннă та унта Сăрт ĔçĕсенӖçĕсен Канцелярине уçнă. Татищев Уктус заводне [[Исеть (юханшыв)|Исеть]] шывĕ çине куçарнă, çав вырăнта хула никĕсленĕ, халĕ [[Екатеринбург]] вырнаçнă. Çавăн пекех пăхăр шăратакан завод валли Егошиха ялĕ çумĕнчи вырăна палăртнă, халĕ унта [[Пермь]] хули. Купсасене [[Ирбит ярмарки]]не кĕме ирĕклĕх уçассишĕн тăрмашнă. Заводсем çумĕнче икĕ пуçламăш, икĕ сăрт ĕçсен шкулĕсене уçнă, вăрмансене хӳтĕлес йĕркисене çырнă.
 
[[Демидов Акинфий Никитич|Демидова]] Татищевăн килĕшмен, вăл патшалăх завочĕсем хăйĕн завочĕсене чăрмантарассинчен шикленнĕ. Уралти хирĕçӳсене салтса яма [[де Геннин Георг Вильгельм|Г. В. де Геннин]] пынă. Вăл Татищевăн енне тăнă. [[1724]] çулта Петр I ăна берг-коллегин канашавçи вырăнне лартнă. Хыççăнах ăна [[Швеци]]не сăрт тата дипломат ĕçĕсем пирки янă. [[Швеци]]нче Татищев [[1724]] çулхи [[раштав]]ран пуçласа [[1726]] çулхи [[ака]] уйăхĕччен пурăннă, заводсемпе рудниксемпе паллашнă, чылай чертёжсем пуçтарнă, граниль ăстине Екатеринбурга илсе килнĕ, Стокгольм порчĕн сутă-илӳ йĕркисемпе, укçа-тенкĕ системипе, тĕпчевсемпе паллашнă.