Каланăлăх: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман |
п Викификация |
||
1-мĕш йĕрке:
'''Сказуемăй''', — [[предложенин тĕп членĕсем|предложенин тĕп членĕсенчен]] пĕри. [[1920-мĕш çулсем|1920]]-[[1930-мĕш çулсем|1930]] çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче '''калав''' терминпа усă курнă. Вăл каланин содержанине чăнлăхпа çыхăнтарать ([[предикат|предикаци]] тăвать) тата [[предложени]]ри [[сăмах]]сене хăй тавра пĕрлештерсе тăрать. Çак сăлтава пула сказуемăя предложенин пĕртен-пĕр тĕп членĕ теме юрать. Сказуемăйра предложенин сăпатпа хисеп формисем палăрма пултараççĕ. Çак формăсене йышăннă [[глагол]]ăн [[подлежащи]]ĕ çук чухне те сказуемăй пулать, предложение хăй тĕллĕнех йĕркелет: ''Сан умăнта хама айăплă туятăп'' (Н.Пет.). Сказуемăй хăй пĕлтерĕшлĕ ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултарать: ''Çанталăк уяр. Пичче инженер. Мăнукăм тăваттăра. Çаран ян! та ян!'' (Энтип) ''
Йăлана кĕнĕ теорипе килĕшӳллĕн, сказуемăй пĕлтерĕш енчен тулли сăмах пулмалла. Енчен те уйрăм сăмахăн пĕлтерĕшĕ конкретлă пулмасан, ытти сăмахсен çыхăнăвĕнче кăна уçăмлансан ăна кӳршĕри сăмахсемпе пĕрле илеççĕ: ''Куççуль килсе тухрĕ Кириле пиччен. Вăл çара пуçăн.'' Хутсăр тата хутлă сказуемăйсене уйăрни вырăнсăр, мĕншĕн тесессĕн кĕçĕн членсене çавнашкал ушкăнламаççĕ.
|