Николаев Владимир Николаевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Rubinbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Викификация
10-мĕш йĕрке:
[[1968]]-[[1978]] çулсенче Владимир Николаевич Чăваш патшалăх университетĕнче педагогикăпа психологи кафедрин ертӳçинче вăй хунă. [[1978]] çулта, çул çитнĕ май, пенсие тухнă та пĕр çул каннă. Анчах та ĕçсĕр ларма пултарайман, ачаранпах ĕçре пиçĕхнĕ ветеран юратнă ĕçех туртăннă. [[1979]] çулта вăл [[Кăнтăр Сахалинск]] хулинчи педагогика институчĕн педагогика кафедрин доценчĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл 1983 çулччен вăй хунă. Çак çул тăван республикăна таврăннă та Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тăхăр çул хушши ([[1983]]-[[1992]]) пулас вĕрентекенсене педагогика ăслăлăхĕн каткăслăхĕсемпе паллаштарнă, шкулсем валли ăста та пысăк квалификациллĕ вĕрентӳçĕсем хатĕрлеме пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ.
 
==ĔçĕсемӖçĕсем==
Владимир Николаевич — педагогика ăслăлăхĕн пултаруллă тĕпчевçи. Унăн тĕпчевĕсен шăнăрĕ — çамрăк ăрăвăн, шкул ачисен организаторла пултарăвне чĕртсе аталантарма пулăшасси. Çак проблемăна вал хăйĕн тĕпчевĕсенче туллин çутатса панă, тарăн пĕтĕмлетӳсем тунĕ.