Пăлхар (Сăпас районĕнчи хула): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Викификация
9-мĕш йĕрке:
[[922]] çулта Атăлçи Пăлхара Багдад элчисем килеççĕ. Пăлхарсен патши Алмас хасарсен пусмăрĕнчен хăтăлассишĕн ислам тĕнне йышăнать. [[965]] çулта [[Кейӳ]] кнеçĕ Святослав [[хасарсем|хасарсене]] çĕмĕрсе тăкать. Çакăн хыççăн Атăлçи Пăлхар хăвăрт аталанма тытăнать. Вăл Кейӳ хули пекех чаплăн çиçсе ларнă пулнă.
 
Ун чухне пăлхар пылĕ, пăлхар кӳпи пĕтĕм тĕнчипех саралать. Кунта сутă-илӳ тума [[Китай]]ран та, ĔнчĕӖнчĕ çĕрĕнчен те, [[Багдад]]па [[Дамаск]]ран та, [[Испани]]рен килсе çӳреме тытăнаççĕ. Кашни çĕртен килнĕ сутăçсен хулара хăйсен урамĕсем, касĕсем пулнă. Хула тавра çĕнĕрен çĕнĕ хӳтлев хӳмисем çĕклеççĕ.
 
Пăлхар хулине тата Атăлçи Пăлхара авалхи арабсен паллă географĕ [[Идриси]] [[1154]] çулта туса хатĕрленĕ картти çинче питĕ курăмлă кăтартнă. Атăлçи пăлхарсем пуян та сумлă халăх пулнă, вĕсен пин-пин утлă кĕтӳсем пулнă, кашни пăлхар юхтă атăпа çӳренĕ. Çăпата сырасси вырăссенчен килсе тухнă.