Хир сысни: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п робот улăштарчĕ: az:Çöldonuzu
п Викификация
4-мĕш йĕрке:
Хир сыснин кĕлетки 175 см таран пулать, йывăрăшĕ вара 200 килограма çитме пултарать. [[Пуç]]ĕ [[савăл]] пекрех, вĕçĕнче сисĕмлĕ [[нахра]] пур. Ун ăшĕнчен икĕ [[сăмса]] шăтăкĕ тухать. [[Хупах]] хăлхи питĕ аван илтет. Пĕчĕк [[куç]]ĕ вара начартарах курать.
Хир сысни ытларах [[вăрман]]ти [[шыв]] тăрăхĕсенче пурăнма кăмăллать. [[Йĕкел]], [[мăйăр]], [[курăк тымарĕ]]сем, тĕрлĕ вак чĕрчунпа [[хурт-кăпшанкă]] унăн тĕп апачĕ.
Хир сыснисем [[чÿкчӳк]]пе [[раштав]] уйăхĕсенче чупаççĕ. Ку вăхăта аçисен тирĕ хулăнланать, ăна [[калкан]] е [[тукан]] теççĕ. Вăл аçасене çапăçнă чухне шалти органсене сыхлама кирлĕ. Ами 4 уйăхран [[чăтлăх]] вырăнта 4-6 çура тăвать. Çурасем 1 кг яхăн пулаççĕ.
Хир сысни 10-12 [[çул]] пурăнма пултарать, анчах та 8 çултан ватăрах сыснасене питĕ сайра тĕл пулатăн. Чи хаяр тăшманĕ хир сыснисен - кашкăр. Хăш чухне хир сыснине [[Хăмăр упа|упа]] та тапăнма пултарать.
.